Инкек-синкек ан пултăрах
ÇĔНĔ ÇУЛ уявĕ пысăк савăнăçпа тата инкек-синкексĕр иртесси пирки кашниех ĕмĕтленетпĕр. Çав вăхăтрах: «Ăнсăртран _ кĕмсĕрт», _ текен ваттисен сăмахне те асра тытмалла.
Енчен те уяв кунĕсенче хваттерте шыв пĕтсе ларсан 8(83546) 2-35-29 телефонпа _ «Коммунальник» ОАО-на, канализаци системи юрăхсăра тухсан 8(83546) 2-35-51 телефонпа _ «ЖКХ» ОООна, электричество пăтăрмахĕ пулсан 8(83546)2-36-32 телефонпа _ Шăмăршăри РЭСа, газ пĕтсе ларсан 8(83546) 2-35-26 телефонпа _ газ участокне шăнкăравлăр.
Шăмăршă муниципалитет округĕн пĕрлехи диспетчер службин телефон номерне те асра тытăр: 8(83546) 2-32-46.
Çĕнĕ çул уявĕ телейлĕ те асра юлмалла савăнăçлă ирттĕр!