Çынна мĕн мĕскĕне кăларать?
(Василий Сухомлинский вĕрентĕвĕнчен)
Çыншăн ют пулмалла:
- тепĕр çынна канăçсăрлантарса, хуйхăртса хăйшĕн çителĕклĕх, савăнăç, киленỹ, канлĕх тупни;
- юлташа инкекре, хăрушлăхра хăварни, çын хуйхинчен, пăлханăвĕнчен, асапĕнчен пăрăнса иртни;
- урăх çын çурăмĕ хыçне пытанса ун ĕçĕпе усă курни;
- хăрушлăхра ху хăранине, çемçелнине, çухалса кайнине кăтартни, йĕни;
- хăвна алла илмесĕр, виçене пĕлми, мĕн тăвас килнине туни;
- сăмаху _ чăнлăха, пархатарлăха, çирĕплĕхе, чĕнменни чунсăрлăха пĕлтернине туйсах шăпăрт тăни;
- харпăр хăй шухăшне хỹтĕлеменни, суйни, çын хыççăн кайни;
- тума пултарайман ĕçе тума шантарни;
- харпăр хăйне ытлашшипех шеллени, çынна хĕрхенменни;
- ĕçкĕпе иртĕхни, виçесĕр çисе тултарни. Çак çитменлĕхсем çынна мĕскĕне кăлараççĕ.