Кил-йышри туслăх _ ăнăçу çăл куçĕ
ИРТНĔ эрнере «Çемье _ 2025» регион конкурсне пĕтĕмлетнĕ.
Раççейри _ Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçи, Чăваш Республикинчи Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкне халалланă мероприятие округсенчи чи лайăх 129 çемье хутшăннă. Экспертсем республика тапхăрне 25 çемьене суйласа илнĕ, вĕсене Чăваш патшалăх филармонийĕнче чысланă. Çак хисепе Шăмăршăра пурăнакан нумай ачаллă Жолобовсем те тивĕçнĕ.
Жолобовсен кил-йышĕ округра ырă тĕслĕхпе палăрать. Çемье пуçĕ Александр Петрович _ ылтăн алăллă строитель, Екатерина Ивановна _ районти «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакторĕ, ал ĕç ăсти (хăй çыхнă-тĕрленĕ япаласене округ тата республика шайĕнчи выставкăсене тăратать). Мăшăр виçĕ ачана воспитани парать. Ксения _ 8-класра, Кристина 5-класра пĕлỹ пухаççĕ, Шăмăршăри Культура керменĕ çумĕнчи «Антонина» Халăх ташă ансамбльне çỹреççĕ. Кирилл _ «Ромашка» ача сачĕн воспитанникĕ, спортсмен. Çемьере юрату, туслăхпа пĕрлĕх хуçаланаççĕ. Жолобовсем вăхăта пĕрле ирттерме кăмăллаççĕ: кил-хуçалăхри ĕçсене ушкăнпа тăваççĕ, кăмпа-çырлана, пулла çỹреме юратаççĕ, аякри çул çỹревсенче пулаççĕ. Çавăн пекех нумай ачаллă çемьесен тĕрлĕ шайри конкурсĕсенче тупăшаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ.
Пысăк шайри конкурсра палăрнă Жолобовсен туслă çемйине чунтан саламласа малашлăхра та çитĕнỹсем тума ырлăх-сывлăх, сỹнми хавхалану сунатпăр.
З.Свеклова.