Пуç та хỹтлĕхре пулмалла

Пуç та хỹтлĕхре пулмалла

Фронтри çивĕч лару-тăру салтаксене кăна мар, тыл ĕçченĕсене те çаврăнăçуллăрах пулма хистет. Акă Шăмăршăри «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕнче нашлемник хатĕрлесси вăй илчĕ.

Çĕнĕ ĕç мелне чи малтан пуçару ушкăнĕн ертỹçи _ Галина Веденеева алла илчĕ. Ĕç йĕркипе те вăл хаваспах паллаштарать:

 

_ Тăваткал рама (35х35см) илмелле, ун çине вĕтĕ пăта çапса тухмалла, сеть сарса, пăтасене тăхăнтартса карăнтармалла. Тĕрлĕ тĕслĕ хăйăва çур метр тăршшĕ пек илсе 3-4 хут хутлатмалла, диагональпе хăмăш пек касса тухмалла. «Хăмăшсене» сечĕн кашни клеткине çыхса хăвармалла. Тепĕр мел вара _ хăйăва юман е ăвăс çулçи пек касса кăларасси. Ку хутĕнче вара «çулçăсене» сечĕн клеткисем витĕр пĕрре урлă витĕрмелле. Хăюсене çыхса пĕтерсен рама хĕрринчи клеткăсем витĕр çирĕп кантра витĕрсе тухмалла, Пуç калăпăшне кура кантран икĕ вĕçне пĕрле çыхмалла. Нашлемник хатĕр. Çакăн евĕр нашлемниксене çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те тăхăнма пулать. Вăл снайпершăн та, ытти задание пурнăçлакан салтакшăн та тăшманран пытанмалли-хỹтĕленмелли пуçа тăхăнмалли хатĕр шутланать. Ялсенчи ытти волонтерсем те нашлемник тăвасси çине тимлĕх уйăрсан тем пекехчĕ: ун пирки СВО зонинче тăракансем питĕ ĕмĕтленеççĕ.

З.ВОРОБЬЕВА.



26 декабря 2025
12:34
Поделиться