Пуçару проекчĕпе спорт залне юсанă

ОКРУГ центрĕнче пурăнакансемшĕн сывлăха тĕреклетмелли тепĕр объект ĕçлеме пуçланă: Шăмăршă Культура керменĕнче çĕнетсе илемлетнĕ спорт залĕ алăкне уçнă. Çак питех те кирлĕ объекта пуçару бюджечĕ пулăшнипе тĕпрен юсама май килнĕ.

Спорт залне хальхи хăрушсăрлăх правилисене тивĕçтерекен оборудованипе пуянлатнă. Çавăн пекех кунта салтăнса тумланмалли вырăн тата тренировка хыççăн çăвăнмалли душ та пур. Тепĕр савăнăç: çак кунсенче Шăмăршă çумĕнчи илемлĕ хыр вăрманĕнче йĕлтĕр трасси уçăлнă. Йĕлтĕр сыр та тăван çут çанталăк ырлăхне васка, юлташăм!



26 декабря 2025
12:28
Поделиться