«Пурнăç сулли» салтака çăмăллăх кỹтĕр...»
Ятарлă çар операцийĕнче тăракансемшĕн «пурнăç сулли» (браслет выживания) сывлăш пекех кирлĕ пулса тăчĕ. Унпа тактика, медицина, хуçалăх тĕллевĕпе усă курма меллĕ.
Сулăпа жгут вырăнне усă кураççĕ, тăшман аллине çыхса лартаççĕ, аманнă боеца _ носилка çук чухне _ çапăçу хирĕнчен илсе тухаççĕ, берцын татăлнă кантрине улăштараççĕ, тиеве (сăмахран, татти-сыпписĕр тăкăнакан вут-хĕм айĕнче патрон ещĕкне сĕтĕрмешкĕн) çыхса лартаççĕ, пĕчĕк транспорта туртса кăларнă чух вăл трос пекех шанчăклă. Пилĕк метрлă сулла темиçе секундрах салтма пулать, çавна кура хаклă вăхăта перекетлеме май пур. Салтаксем «пурнăç суллине» алă туни е карабин çине çыхаççĕ. Ахальтен мар боецсемшĕн вăл питĕ меллĕ япала пулса тăнă.
Çак питех те кирлĕ хатĕре СВОри ентешĕмĕрсем пиртен ыйтсах тăраççĕ. Шăмăршăри «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕн хастарĕ _ Ираида Глухова акă кĕске вăхăтрах фронт валли 90 «пурнăç сулли» янтăланă. Ăна ăсталамалли меле интернет уçлăхне кăларнă видеосем урлă алла илнĕ. Сулла «паракорд» ятлă çип-кантраран тăвать, вăл çав тери çирĕп. Волонтер çыхакан сулăсене пирĕн салтаксем хапăллаççĕ, ăна чĕререн тав тăваççĕ. Сăмах май, Ираида Михайловна _ Тутарстанран. Маларах Ульяновскра пурăннă, перекет банкĕнче вăй хунă. Кайран Шăмăршă ялне куçса килнĕ, сутуçăра ĕçленĕ; центрта 23 çул пурăнать. Вăл _ ĕç ветеранĕ.
_ Эпĕ хатĕрленĕ сулăсем салтакă- мăрсене çăмăллăх кỹнишĕн савăнатăп. Çĕнтерĕве çывхартмашкăн тỹпеме хывни маншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ, _ тет волонтер.
Зинаида Свеклова.