«Шăмăршăра чи çỹллĕ чăрăш лартмалла», _ çапла йышăннă 88 çул каялла райком бюровĕ

«Шăмăршăра чи çỹллĕ чăрăш лартмалла», _ çапла йышăннă 88 çул каялла райком бюровĕ

ЧĂВАШ халăх уявĕ _ Сурхури _ авалхи пăлхарсемпех çыхăннă. Ăна кун ỹсме пуçласанах ирттернĕ. Сурхури _ хĕлле кун таврăннă вăхăтпа килĕшỹллĕн çулталăкри чи кĕске вăхăтра (декабрĕн 21-22-мĕшĕсенче) _ паллă тăвакан халăх уявĕ. Вăл пĕр эрне пынă.

Ватă çынсем Сурхури такмакне лайăх ас тăваççĕ-ха:

Персе çитрĕ Сурхури,

Атьăр, тухăр ачасем.

Урам тăрăх кайăпăр,

Килрен киле çỹрĕпĕр,

Кукăль-çимĕç пухăпăр!

Салат-хăмла пухăпăр,

Сурхури ĕçки тăвăпăр!

Пире пỹрте кĕртетри?

Çăкăр-тăвар паратри?

Ăна-кăна памасан,

Сурăх ури хуçăлтăр!

Çăкăр-тăвар, çуне-пылне

Хисеп туса лартсассăн,

Сурăх ури сыпăнтăр,

Путекне тусах тăтăр!

ИРТНĔ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче Сурхури уявне уççăн ирттерме чарнă, «тĕн йăли-йĕрки совет саманишĕн ют» тесе шутланă. 1935-çулта Çĕнĕ çула совет влаçĕн уявĕсен шутне кĕртнĕ. Чăн малтан Мускав Кремлĕнче елка ирттернĕ, тепĕр çул вара уяв çĕр-шывĕпех сарăлнă.

1937-çул вĕçĕнче Шăмăршă районĕнчи 16 ял Совет территорийĕнче 34 колхоз шутланнă, вĕсем 33 яла пĕрлештерсе тăнă. Çав çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнче ВКП (б) райкомĕн бюровĕ кашни ял Советĕнчех Çĕнĕ çул уявĕ ирттересси çинчен йышăну кăларнă.

«Шăмăршăра чи çỹллĕ чăрăш вырнаçтармалла, ялсенче 2-3 метртан кая пулмалла мар», _ палăртнă постановленире. Декабрĕн 31-мĕшĕнче ирпе ирех ВКП (б) Шăмăршă райкомĕн секретарĕ А.В.Швецов тата райĕçтăвком председателĕ П.С.Кузнецов икĕ лаша кỹлнĕ хыçлă çунапа кашни ялах çитсе колхозниксене Çĕнĕ çул уявĕпе саламлама пуçланă.

1929-1937-çулсенче Чăваш Республики Горький (Чулхула) крайне кĕнĕ. 1936-çулхи февраль варринче Чулхулара колхозник-ударниксен 5-мĕш съезчĕ иртнĕ. Çак съезд ĕçне хутшăннă Шăмăршă районĕн делегачĕсене те çуна çине лартса ялтан яла Çĕнĕ çул уявĕпе саламлама хутшăнтарнă. Çак савăнăçлă уяв пирки ун чух райхаçат редакторĕн яваплă секретарĕнче ĕçленĕ Н.О.Падиаров çапла аса илетчĕ: «Хĕл Мучипе Юр пике пулман. Эпир комсомол райкомĕн секретарĕпе Иван Чудаков юлташпа «Трактор» колхоза Çĕнĕ çул ирттерме кайрăмăр. Колхоз председателĕ, крайри съезд делегачĕ Николай Урдюков юл- таш _ чăрăш тупайманнипе _ правлени умне теттесемпе капăрлатнă ăвăс йывăçне лартнă. Эпир ăна кун пек тума юраманни çинченăнлантартăмăр. Иван Чудаков _ икĕ йĕкĕте пĕрле илсе _ Патирек вăрманне кайса чăрăш касса килчĕ».

«Трактор» колхозра (Анат Чаткас ялĕ) уява пухăннă халăх Вăрнар районĕнчи Сталин ячĕллĕ колхоз ĕçченĕсем тухăçлă тыр- пул çитĕнтерме чĕнсе каланине сỹтсе явнă. Пуху, пĕр саслă пулса, акăнакан кашни гектар çĕр пуçне 24-шар центнер тырă пуçтарса кĕртме йышăннă. Çапла вара, Шăмăршă районĕнче Çĕнĕ çул уявне паллă тума пуçланăранпа кăçал 88 çул çитет. Малтанхи çул ăна Хĕл Мучипе Юр пикесĕрех ирттернĕ пулин те, уяв халăха пысăк савăнăç кỹнĕ.

Ив.САЛАНДАЕВ. (Статьяна çырнă чух автор Чăваш патшалăх истори архивĕн материалĕсемпе усă курнă)



26 декабря 2025
13:24
Поделиться