Уяв инкексĕр ирттĕр
Алăк умĕнче _ 2026-çул. Çĕнĕ çул уявне пиртен кашниех асра юлмалла, савăнăçлă ирттерме ĕмĕтленет, асамлăх кĕтет. Уяв йĕркеллĕ, инкек-синкексĕр ирттĕр тесен, çакна асра тытмалла:
- чăрăша ăшă системи çумне лартмалла мар;
- уяв йывăçĕн «урине» лайăх çирĕплетмелле;
- чăрăш çине заводра туса кăларнă гирлянда, лампочка, çăлтăр çеç çакмалла (хутран, мамăкран, парафинран ăсталанă теттесене вут хыпса илме пултарать);
- ачасене хăйсене гирлянда çутма ирĕк памалла мар;
- Бенгали «вутне» чăрăш çывăхĕнче "чĕртме" тата сирпĕнекен япалапа (хлопушки) усă курма юрамасть;
- мамăкпа марльăран, хутран тунă костюмпа чăрăш çывăхĕнче тăмалла мар;
- чăрăшăн тăкăннă йĕпписене тỹрех шăлса пуçтармалла;
- розеткăна чикнĕ гирляндăна сăнасах тăмалла, ăна хăйне кăна пăрахса хăвармалла мар.
Вут-кăвар тухас пулсан, ним тăхтамасăр çак мерăсене йышăнмалла:
- номерсенчен пĕринпе шăнкăравламалла: 01, 101, 112;
- çынсене пỹлĕмрен кăлармалла;
- гирляндăсен, çăлтăрсен электропралукĕсене сетьрен туртса кăлармалла;
- вут-çулăма шыв, хăйăр сапса, япала (покрывало) витсе сỹнтерме пуçламалла;
- искусствăлла чăрăша вут хыпса илсен ăна япалапа витсе сỹнтермелле.
Çак правилăсене çирĕп пăхăнсан уява ним те тĕксĕмлетмĕ. Асăрханăр, упранăр, вара Чăрăш уявĕ сире савăнăç-телей кăна кỹрĕ.
Н.ИГНАТЬЕВА, "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн директорĕн çумĕ.