50 ытла мероприяти ирттернĕ

ÇĔНĔ ÇУЛ тата Раштав уявĕ ячĕпе Шăмăршă муниципалитет округĕнчи культурăпа кану учрежденийĕсем халăх валли 50 ытла тĕрлĕ мероприяти ирттернĕ, вĕсене 2500-е яхăн çын пырса курнă.

Культура керменĕнчи "КиноМир-Шемурша" кинотеатрта кашни кунах 4-шар сеанс йĕркеленĕ, пурĕ 753 çын ыйтăвне тивĕçтернĕ. Куракансем уйрăмах "Буратино" тата "Чебурашка2" илемлĕ фильмсене килĕштернĕ.

 



16 января 2026
12:24
Поделиться