Чи маттуррисене хавхалантарĕç

ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕн пуçлăхĕн 2026-çулхи стипендиачĕсем паллă: вĕренỹре, спортра тата общество ĕçĕнче палăрнă 14 ача кашни уйăхрах 1 пин тенкĕ пулăшу илсе тăрĕ.

Çак хастар йышра эпир Шăмăршăри "Туслăх" спорт шкулĕн воспитанникне Дмитрий Брусова, Шăмăршă вăтам шкулĕнчи _ Александра Гордеевăна, Камила Залалтдиновăна, Яков Иванова, Альберт Кузьмина, Ангелина Макаровăна, Серафима Полковниковăна, Анатолий Сидорова, Владислав Юманова, Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнчи _ Яна Денисовăна, Кристина Никитинăна, Вадим Степанова тата Егор Федорова, Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнчи Екатерина Корчаковăна куратпăр, вĕсене малашне те малта пыма ăнăçу сунатпăр.



16 января 2026
12:25
Поделиться