"Чĕлхемĕрсене те, йăла-йĕркене те уйăрмастпăр..."

"Чĕлхемĕрсене те, йăла-йĕркене те уйăрмастпăр..."

Юрату... Мĕн тери сăваплă вăл, тĕлĕнтермĕш хăват! Ăшă кулăран, çепĕç сăмахран пуçланать те туслăха çаврăнать, унтан хăй асамлăхĕпе икĕ чĕрене пĕр тĕвве çыхать. Юрату хăвачĕ темле йывăрлăха та парăнтарать, пĕр пек шухăш-туйăмлисене пĕр çулпах ярать.

Акă Çĕнĕ Шăмăршăри Ирфанпа Татьяна Усьмановсене расна тĕнпе чĕлхе те, расна йăла-йĕрке те ура хурайман çемье çавăрма. Ирфан Асхатович _ тутар, Татьяна Аркадьевна _ чăваш. Çемьере икĕ халăхăн нацилĕхне те пĕр пекех хаклаççĕ, ытларах чăвашла калаçаççĕ. Вăтăр тăхăр çул ĕнтĕ пĕр-пĕрне юратса-упраса кун кунлаççĕ, çĕр çĕрлеççĕ.

_ Чăваш чĕлхи _ тăван чĕлхемпе хурăнташлă чĕлхе: тутар чĕлхи пекех чуна çывăх: çепĕç, илемлĕ янăрать! Унпа шухăша еплерех çавăрса калама пулать тата! Ахальтен мар, Чăваш Енĕн патшалăх чĕлхипе _ чăваш чĕлхипе _ тухса тăракан район хаçатне кăмăлласа çырăнатпăр, пĕрле ларса вулатпăр, _ тет Ирфан Асхатович.

Çемье пуçĕ нумай çул хушши "Шемуршинский" совхозра _ водительте, профком председателĕнче, Горький облаçĕнче, Шăмăршăри "Агродорта", "ДРСУра" тата "Исток" ОООра механизаторта вăй хунă; ВЛКСМ 19-съездне кайма делегата та суйланнă, грамотăран пуçласа медаль таранах _ тĕрлĕ шайри наградăна тивĕçнĕ. Кирек ăçта пулсан та, кирек хăш должноçра тимлесен те, кирек мĕнле ỹсĕм тусан та мухтанман. Халĕ Александр Егоров хресчен (фермер) хуçалăхĕнче тăрăшать.

Татьяна Аркадьевна _ упăшкипе пĕр ялтанах. Вăл Йошкар-Олара суту-илỹ училищи пĕтернĕ. Шăмăршă райповĕнче сутуçăра тимленĕ: кĕнеке, апат-çимĕç магазинĕсенче тавар сутнă. Горький облаçĕнче пурăннă чух совхозра заправщик пулнă. Халĕ пенсире.

Татьяна Аркадьевна мусульмансен Ураза-Байрам, Курбан-Байрам йышши пысăк уявĕсене кăмăллать, мăшăрĕн тăванĕсем патне паллă тума çỹренипе пĕрлех, хăй те вĕсене килне хăнана чĕнет. Христиансен праçникĕсенче _ Раштавра, Мăнкунра, Çимĕкре тата ыттинче _ тутар тăванĕсем Усьмановсем патне пухăннинчен никам та тĕлĕнмест.

Усьмановсем икĕ хĕр _ Венерăпа Эльвирăна (нейтраллă ятсем!) _ çуратса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Хĕрĕсем И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн экономика факультетĕнче аслă пĕлỹ илнĕ, банкра ĕçлеççĕ. Венера _ Шупашкарта, Эльвира Арзамасра тымар янă. Тăван кĕтесе тав- рăнсан чăвашла пуплеççĕ; мăшăрĕсем _ вырăс. Даша, Настя, Софья мăнукĕсем _ кукашшĕпе кукамăшĕшĕн куç тулли телей!

Мăнукĕсене аслă ăру çĕр çинче пур халăх çынни те пĕр тан, пĕр пекех хаклă иккенне хăйсен тĕслĕхĕпе ĕнентерет, паллах, кирек хăш наци çыннине те хисеплеме-хаклама вĕрентет. Ку _ çитĕнекен ăрушăн питех те кирлĕ...

З.СВЕКЛОВА.



16 января 2026
12:20
Поделиться