Фазулла РАХМАТУЛЛОВ: "Кыш Бабая хапăл тусах кĕтсе илтĕм"

КЫШ БАБАЙ _ тутарсен Хĕл Мучийĕ. Тĕрлĕ наци çынни пурăнакан Палтиел ялне, паллах, Хĕл Мучипе пĕрле Кыш Бабай та килнех.

_ Мĕнле кĕтсе илнĕ ăна Фазулла Рахматуллов фермер?

_ Хапăл тусах йышăнтăм! _ терĕ Фазулла Сагадатуллович. _ Çулталăкри чи пысăк ĕмĕте _ 100 пуç мăйракаллă шултра выльăх валли çĕнĕ вите тăвассине _ пурнăçларăм.

_ Фазулла Сагадатуллович, Эсир 2025- çулта 100 тоннăна яхăн аш-какай туса илни те _ пысăк çитĕнỹ. Калăр-ха: вăкăрсен йышне миçе пуçа çитертĕр? _ Хальхи вăхăтра 247 пуç самăртатпăр. Вăкăрсемсĕр пуçне 3 лаша та усратăп. Кыш Бабай килсен, хыçлă çуна кỹлсе ярăнтарма та пултартăм (кулать). _ Утă-улăмпа ытти тĕрлĕ апат çителĕклĕ: кашни выльăх валли 29 центнер апат единици хатĕрлерĕм. Лайăх тăрантарнипе, кашни вăкăр талăкра вăтамран 800-шер грама яхăн чĕрĕ ỹт хушса пырать.

_ Фазулла Сагадатуллович, Эсир _ округ Пухăвĕн депутачĕ, халăх хисеплекен çын. Хаçат урлă хăвăрăн суйлавçăрсене мĕн каласшăн?

_ Пурне те _ ваттине те, вĕттине те _ çирĕп сывлăх тата телей сунатăп! 2026-çул ыррине кăна илсе килтĕр. Уй-хирте ылтăн тырă кашлатăр, ялта туй хыççăн туй кĕрлетĕр.

Пурне те тăнăçлăх, иксĕлми вăй-хăват, çутă ĕмĕт-тĕллев сунатăп. 2026-çула Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ пулĕ тесе пĕлтернине эпĕ чунтан ырлатăп. Эпир _ туслăхпа вăйлă, çак туслăх пире йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшса пытăр.

Ив.САЛАНДАЕВ калаçнă.



16 января 2026
15:35
Поделиться