"Фронтра кану кунĕсем çук..."
Çак сăмахсене илтетĕн тăтăшах Шăмăршă округĕн волонтерĕсенчен. Хỹтĕлевçĕмĕрсен пурнăçĕн условийĕсене çăмăллатас тĕллевлĕ çыннăмăрсем Çĕнĕ çулхи каникулта гуманитари япалисем хатĕрлессипе хастарлăх кăтартрĕç.
Шăмăршăри "Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ", "Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!", "Çĕнтерỹ _ пирĕн енче пулать!" пуçару ушкăнĕсем, çавăн пекех ытти ялăн хастарĕсем тĕрлĕ ĕç-пуç туса ирттерчĕç: фронта ăсатма _ маскировка сетки, нашлемник, "пурнăç сулли" çыхрĕç, хỹтлĕх утиялĕ, плащ, гетры çĕлерĕç; госпитальсене леçме вырăн таврашĕ, аялти йĕм çĕлесе янтăларĕç; çавăн пекех "типĕ" яшка валли _ каснă салма турĕç, чей ĕçме чак-чак хатĕрлерĕç, типĕтнĕ чей курăкĕсене уйрăм пакетсене тултарчĕç... Çапла, культура учрежденийĕсенче, Шăмăршăри Христос çурални ячĕллĕ чиркĕвĕн трапеза çуртĕнче уяв кунĕсенче те татти-сыпписĕр ĕç вĕрерĕ. Ĕç шавĕ уйрăм кил-çурта та куçрĕ: кам _ нашлемник е алса-чăлха çыхрĕ, кам _ минтер пичĕ, аялти йĕм, хỹтлĕх çи-пуçĕ çĕлерĕ.
Пурин те пĕр тĕллев пулчĕ: фронтри салтакăмăрсене май пур таран пулăшасси. Пĕтĕм чун хавалĕпе шанатпăр: пирĕн округ волонтерĕсем хатĕрленĕ гуманитари япалисем фронтра та, госпитальте те вырăнлă-юрăхлă пулĕç. Чĕрепе туятпăр: тыл пулăшăвĕ Раççей салтакĕсене тăшмана çапса аркатма хавхалантарĕ, Çĕнтерĕве çывхартма май туса парĕ.
Зинаида Свеклова.