Камăн чăрăшĕ хитререх?

ÇУЛТАЛĂК вĕçленес умĕн "Шăмăршă _ Çĕнĕ çул территорийĕ" конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Конкурса виçĕ номинаци тăрăх хакланă. "Территори уйрăмĕнче Çĕнĕ çул елкине чи лайăх илемлетнĕшĕн" номинацире Карапай Шăмăршă ял территори уйрăмĕ _ пĕрремĕш, Шăмăршă ял территори уйрăмĕ _ иккĕмĕш. Васанпа Палтиел ял территори уйрăмĕсем виççĕмĕш вырăн йышăннине палăртнă.

"Предприяти, учреждени территорине Çĕнĕ çул уявĕ валли чи лайăх илемлетнĕшĕн" номинацире Палтиел вăтам шкулĕ çĕнтернĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта _ Шăмăршă вăтам шкулĕ тата Шăмăршăри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр (ЦСОН).

"Килти çурт-йĕр умне Çĕнĕ çула хатĕрленсе чи лайăх илемлетнĕшĕн" номинацире Çĕнĕ Шăмăршăри _ Марина Васильева, Çĕнĕ Чукалти _ Галина Симурзина, Кивĕ Чукалти _ Владимир Ларевпа Андрей Тюнюков, Шăмăршăри Сергей Цветков хуçалăхĕсем мала тухнă.

Шăмăршăри муниципалитет округĕн администрацийĕ конкурса хутшăннă кашни организацие, учреждение тата уйрăм хуçалăха чĕререн тав туни çинчен пĕлтерет.

Е.ЖОЛОБОВА.



16 января 2026
15:36
Поделиться