Крещени _ паллă пулăм
Православи тĕнне ĕненекенсем январĕн 19-мĕшĕнче Крещение (Кăшарние) уявлаççĕ. Çак уяв Иисус Христоса шыва кĕртнипе (тĕне кĕртнипе) çыхăннă.
Христос Туррăмăра вăл 30 çулта чухне Иордан шывĕнче Иоанн Предтеча пророк тĕне кĕртнĕ. Иисус Иордан шывне кĕрсе тăрсанах _ кăвакарчăн пулса, Çветтуй Сывлăш тухнă. Тỹперен сасă илтĕнсе кайнă: "Çакă вăл _ Манăн юратнă Ывăлăм! Унра _ Манăн ырăлăхпа юратăвăм".
Крещени умĕн (Сочельникре) менюра "типĕ" апат _ тĕш тырăран (злаковые), уйрăмах тулăпа рисран, хатĕрленĕ блюдосем пулмалла; вĕсене типĕтнĕ улма-çырлапа, пылпа çимелле. Çавăн пекех сĕтел çине хуран кукли, риспа тунă голубцы, винегрет, пĕçернĕ пан улмипе груша, пулă лартаççĕ.
Крещенире вара аш-какайран тунă блюдăсем мала тухаççĕ. Уява ятарлă печенипе сăйланнинчен пуçлаççĕ. Чи асра юлаканни _ январĕн 18-мĕшĕнчи çĕрлерен пуçласа 19-мĕшĕнчи ирччен чиркỹсенче литурги иртни. Христос тĕнне ĕненекенсем кунта кĕлĕ вуласа тасатнă (светит тунă) шыва киле илсе таврăнаççĕ, ăна кил-çурта сапса тухаççĕ. Крещенире сăвапланă шыва çулталăк хушши усраççĕ.
Чиркỹри кĕлĕ хыççăн ятарлă вырăнта _ купельте _ шыва кĕреççĕ.
Крещени кунĕ тăрăх халăх авалтан çанталăка сăнанă, ун тăрăх тырă-пулă мĕнле пуласса палăртнă. Сăмахран, Крещени каç уяр та сивĕ тăни _ çулла типĕ те шăрăх, ăмăр та сивĕ тăни тыр-пул ăнса пуласса пĕлтернĕ; юр çук тăк _ тырă-пул пуласса ан кĕт. Çĕрле тỹпере çăлтăр нумай пулсан _ кăмпа нумай пуласса, кăнтăрла хĕвеллĕ пулсан _ çулла та çаплах пуласса, çĕрле тĕтреллĕ пулсан çуркунне ир килессе кĕтмелле.
Георгий Хитров протоиерей, Палтиелĕнчи Михаил Архангел ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ.