Округра _ пĕрремĕш, çемьере _ виççĕмĕш

ШĂМĂРШĂРИ ЗАГС пайĕ 2026-çулта çуралнă пĕрремĕш ачана регистрациленĕ. Чи телейли _ округ центрĕнче пурăнакан Сорокинсен çемйи. Галинăпа Петр хăйсен ывăлне Кирилл ят панă. Вăл 3 килограмм та 824 грамм тайнине палăртнă. Кирилл _ Сорокинсен çемйинче виççĕмĕш ача. Аппăшĕсем _ Каринăпа Камилла _ хăйсен пĕчĕк шăллĕшĕн çав тери савăнаççĕ.



16 января 2026
12:22
Поделиться