Олег Николаев Шупашкар-Чăваш епархине юбилейпе саламланă

Олег Николаев Шупашкар-Чăваш епархине юбилейпе саламланă

ÇАК кунсенче патшалăх филармонийĕнче Шупашкар _ Чăваш епархийĕ 80 çул тултарнă ятпа савăнăçлă мероприяти иртнĕ, унта Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннă.

Регион ертỹçи пурне те юбилей ячĕпе чĕререн саламланă, ăс-тăнпа нравственность пахалăхĕсене, халăхсем хушшинчи килĕшỹпе туслăха çирĕплетес ĕçе пысăк тỹпе хывнăшăн епархие Хисеп грамотипе чысланă. Çак наградăна Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕпе Чăваш Республикинчи Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕнче илни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.

"Истори çакна кăтартса парать: уйрăмах йывăр вăхăтра тĕне хытă ĕненни пире чун вăй-хăвачĕпе халăхсен пĕрлĕхне çирĕплетме пулăшать, _ тенĕ Олег Николаев. _ Паян _ эпир пĕтĕм çĕр-шывĕпех неонацизма хирĕç тăнă чухне _ Турă сăмахĕ уйрăмах витĕмлĕ янăрать. Боецсемпе, фронта хăйсен ирĕкĕпе кайнисемпе, врачсемпе пĕрле священниксем те вăрçă хирĕнче вилĕмпе куçа-куçăн тăраççĕ, пирĕн хỹтĕлевçĕсен чун хăватне çĕклеççĕ".

Чăваш метрополийĕ виçĕ епархие _ Шупашкар-Чăваш, Канаш тата Улатăр епархийĕсене _ пĕрлештерет. Вĕсен йышĕнче _ 311 чиркỹпе 7 монастырь. Республикăра Тĕн вĕрентĕвĕн организацийĕ тата храмсем çумĕнче вырсарни шкулĕсем ĕçлеççĕ.

А.АЛЕКСАНДРОВА.



16 января 2026
12:16
Поделиться