Паянхи геройсем...
Камсем вĕсем?Служба тивĕçĕпе ман нумай çынпа тĕл пулма тивет. Вĕсен хушшинче çарти юлташăмсем те, паттăрлăх кăтартассинчен аякра тăракан граждансем те пур. Пирĕн калаçура час-часах çак ыйту сиксе тухать: "Паянхи геройсем _ камсем вĕсем?" Хуравĕ _ йышлă; нумайăшĕ, чăннипех те, чуна кайса тивет.
... Хăшĕ-пĕри Магомед Нурбагандов лейтенанта асăнаççĕ. Ун юлашки сăмахĕ _ "Ĕçлĕр, юлташăмсем!" _ Раççей çыннисен чĕрине яланлăхах кĕрсе вырнаçрĕ.
Хăшĕ тата Роман Филиппов летчика (вăл хăйне хупăрласа илнĕ боевиксене: "Ку сире _ ман юлташсемшĕн!" _ тесе сирпĕтнĕ, хăй те паттăрла вилнĕ), Сиринчи çар операцийĕнче пуçне хунă Александр Прохоренкона (юлашки сăмахĕ _ "Ман çине перĕр, веçех ман çине перĕр. Мухтав Раççее!" _ чи çỹллĕ шайри паттăрлăх символĕ) халăхшăн хăйĕн пурнăçне шеллемен хỹтĕлевçĕ сăнарсем пек курать.
Севастопольте пурăнакансемшĕн çамрăк каччă Павел Болдырев _ чăн-чăн герой. Халăхсем хушшинчи "Артек" ача- пăча центрне каякан 700 ачаллă колоннăна çăлма хутшăннă вăл. ГАИн çул-йĕр службин уйрăм ротин взвод командирне тата икĕ ачана çăлса хăварма мехел çитернĕ, çакăншăн хăй пурнăçĕпе сыв пуллашнă.
Маншăн геройсем _ хампа пĕрле çар тивĕçне пурнăçлакан çамрăксем. Шăпа мана вĕсемпе пĕрле ятарлă çар операцийĕн çулĕ çине тăратрĕ. Юлташăмсен паттăрла ĕçĕсем тĕнчене сарăлман, çапах та Тăван çĕр-шыва хỹтĕлессинче вĕсен тỹпи нимпе танлаштарайми пысăк. Çарти тусăмсен хăюлăхне орден-медальпе çеç хаклаймăн; вĕсен паттăрла ĕçĕсене куçăмпа курнă _ çакă маншăн çителĕклĕ.
Туссем, тĕрĕссипе, геройсем пирĕн çĕр-шывра нумай! Ку яланах çапла пулнă. Паттăрлăх, хăюлăх, çĕр-шывшăн, халăхшăн хăй пурнăçне пани _ çак пахалăхпа палăрнă вырăссем. Çакна пĕлсе тăратпăр: чăн-чăн паттăрлăх сайра чухне çеç сурансăр _ хăть ỹт-пỹ, хăть чун суранĕсĕр _ пулса иртет. ... Çакăн пек шухăш патне çитрĕм. Юлашки çулсенче эпир хамăр геройсем çине сахал тимлĕх уйăратпăр. Питĕ шел те, вĕсене "усă курма меллĕ" тата "усăллах мар" ушкăнсене уйăра пуçларĕç. Эпир хамăр ачасене ют çĕр-шыв фильмĕсен персонажĕсене евĕрлеме, хĕвел анăçĕнчи реалити-шоу тата компьютер вăййи урлă аталанма ирĕк патăмăр. Паян _ тăваттăмĕш çул пыракан СВО тапхăрĕнче _ воспитанире тунă йăнăшсем яр-уççăн куç умне тухаççĕ _ вĕсенчен пĕр тăхтамасăр хăтăлмалла.
Чунпа туятăп: Тăван çĕр-шыва юратма-хисеплеме пурнăçра хальччен ним туса курман авторсен кĕнекисем тăрăх вĕрентме çук _ ку ырă патне илсе çитермест, вырăсла каласан, "это _ путь в никуда". Патриотсене обществăшăн тивĕçлĕ атмосферăра çитĕнтермелле. Енчен те ачамăрсемпе чăн-чăн Геройсем, вĕсен пур енлĕ харкамлăхĕ (личность), ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калаçмастпăр тăк, çак ĕçе урăххи тăвать. Ку хутĕнче вара пачах урăх "геройсем" тата... урăх çĕр-шыв пулать.
Судук.