Пушар ан кăтарттăр тип шар

КИЛ_ÇУРТРА пушар тухни чылай чухне хуçисен тимсĕрлĕхĕнчен килет. Вут-çулăмпа асăрханусăр пулни (çав шутра пирус туртнă чух та), электрооборудовани юсавсăрлăхĕ, кăмакапа тата электричествăпа ăшăтмалли приборпа усă курнă чух пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманни пысăк инкек патне илсе çитерме пултараççĕ.

Инкек ан тухтăр тесен, чи малтан хăрушсăрлăх правилисене пăхăнма вĕренмелле. Çавăнпа та округри пушар хуралĕн ĕçченĕсем çак кунсенче кашни ялах çитсе профилактика рейчĕ ирттереççĕ. Пушара хирĕç кĕрешмелли правилăсене пăхăнман тĕслĕх тупăнсан çитменлĕхе çийĕнчех пĕтерме сĕнỹ параççĕ, асăрхаттару çыраççĕ.

Пирĕн округра никам та пурăнман е усă курман çурт-хуралтă та чылай. Вĕсенче, çын пурăнмасть пулин те, пушар тухас хăрушлăх пур: çакăн пек çуртсене çамрăксем пухăнса эрех ĕçни, пирус туртни тĕл пулать. Ял территори уйрăмĕсен кун пек çуртсене кам та пулин кĕрессине чармалла, пушă çуртсене электричествăпа тивĕçтерессине пăрахăçламалла.

Енчен те çакăн пек çуртсенче тĕтĕм тухнине е вут хыпса илнине асăрхасан çийĕнчех пушар хуралне 01 е 101 (кĕсье телефонĕпе) номерсемпе шăнкăравласа пĕлтермелле, унта çынсем пуррине сиссен вĕсене çăлма тăрăшмалла, май пур таран пушара сỹнтерме тытăнмалла.

Кăçалхи январĕн 3-мĕшĕнче Баскак паççулккинче пулнă трагеди пурне те шухăшлаттарма тивĕç. Унта нумай ачаллă çемье пурăнакан çуртра пушар тухнă. Вут-çулăмпа пиçсе, çулталăкри хĕр ача пурнăçран уйрăлса кайнă, унăн амăшĕ те вăйлах сиенленнĕ.

Граждансем! Вут-кăвар тухасран сыхланмалли çинчен пĕр самант та ан манăр, электричество тата газ оборудованийĕсемпе усă курнă чух питĕ асăрхануллă пулăр.

В.МАСЛЕННИКОВ, Шăмăршăри 42-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ.



16 января 2026
12:17
Поделиться