Раççей тата Чăваш пичет кунĕпе саламлатпăр, хаклă вулаканăмăрсем!

ЯНВАРĔН 13-мĕшĕнче пирĕн çĕр-шывра Раççей пичет кунне паллă турĕç. Çак уяв пуçламăшĕ XVIII-ĕмĕрпех çыхăннă: шăпах ĕнтĕ 1703- çулхи январĕн 13-мĕшĕнче Пĕрремĕш Петĕр патшан Указĕпе вырăс чĕлхипе пĕрремĕш "Ведомости" хаçат çутă курнă.

Раççей пичет кунĕпе пĕрлех тепĕр уяв та _ Чăваш пичет кунĕ çитсе тăчĕ. 1906-çулхи январĕн 21-мĕшĕнче Хусан хулинче чăвашла "Хыпар" хаçат тухма пуçланă. "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат редакцийĕ пирĕн хисеплĕ вулаканăмăрсене, пичет тата полиграфи ĕçĕн ветеранĕсене уяв ячĕпе чун-чĕре ăшшипе саламлать, пурне те çирĕп сывлăх, телей сунать.

Алевтина АЛЕКСАНДРОВА, "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат тĕп редакторĕн ĕçне туса пыракан.



16 января 2026
12:17
Поделиться