Салам сăмахĕ чуна ан сивĕттĕр...
Çын пурнăçĕнче нумай паллă пулăм. Çуралнă кун е юбилей, туй кунĕ е "çĕнĕ кайăк" "вĕçсе килни", пĕлтерĕшлĕ документ е награда илни... Пиртен кашниех вĕсене нумайлăха асра хăварма ĕмĕтленет, паллах, ыттинчен тимлĕх кĕтет. Хамăр та çывăх çыннăмăра, тус-тăвана, ĕçтеше савăнтарма тăрăшатпăр: кучченеç-парне йăтса хăнана каятпăр, телефонпа, массăллă информаци хатĕрĕсем _ хаçат, радио, телевидени урлă ырă сунăм сăмахне çитеретпĕр.
Районти "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатра (социаллă сетьре) уйрăм граждансене, ĕç коллективĕсене саламласси çирĕп йăлара. Салам сăмахĕпе кăна мар, юбилей статйипе те ку е вăл çыннăн кăмăлне çĕклени _ сăваплă ĕç.
Шел пулин те, салам паракансен тимсĕрлĕхне (явапсăрлăхне) пула пирĕн, хаçатçăсен, умне час-часах тĕрлĕ чăрмав сиксе тухать, унран ытла _ ку е вăл пулăма паллă тăваканăн (тăвакансен) кăмăлне хуçни те тĕл пулать.
Чи пирвайхи сăлтав _ саламлама заказ паракан, хаçатçăсен вăхăтне уяманни. Хаçатçăсен те, ыттисенни пекех, харпăр хăй пурнăçĕ. Апла тăк, ĕç кунĕ вĕçленсен вĕсен ытти вăхăта хăйсем çине яма ирĕк пур. Пире кану (уяв) кунĕсенче те, апат вăхăтĕнче те, ирпе 6-7 сехетре те, çур çĕрте (!) те шăнкăравлаççĕ. Этикет йĕрки тăрăх, çынна 21 сехетчен çеç шăнкăравламалла. Ĕçпе çыхăннă шăнкăравсене вара ĕç кунĕ вăхăтĕнче кăна йышăнмалла. Чăн та, эпир хальччен шăнкăравсене йышăннă, анчах ыйту тухса тăрать: "Хаçатçăн талăкĕпех заказ йышăнмалла-шим, унăн урăх нимле ĕç те çук-шим?"
Район хаçачĕ эрнере пĕр хутчен _ эрнекун _ тухнине вулакансен пĕлмеллех. Эрне хушшинче пухнă информацирен кĕçнерникун тĕлне хаçатăн электрон версине веçех хатĕрлесе çитермелле. Килĕшỹ тăрăх, ăна 16.00 сехетрен кая юлмасăр Шупашкара _ издательство çуртне (хаçатăмăра унта пичетлеççĕ) _ ярса памалла. Унччен пирĕн кашни статья-очерка (кашни сас паллипе чарăну палли таранах) темиçе хутчен тĕрĕслесе- вуласа ĕлкĕрмелле. Практикăра çакăн пекки час-часах тĕл пулать: халь-халь хаçатăмăрăн электрон версине ярса парас чух пире шăнкăравлакан (кунта кĕрсе тухакан) тупăнать, вĕсем çывăх çыннин асра юлмалли пулăмĕ çинчен манса кайнă иккен. Хатĕр номерте вырăн çуккине ăнлантарнă çĕртех пире ăс паракан та пур:
_ Кирлĕ маррине кăларса пăрахăр та ĕнтĕ, кăна вырнаçтарăр.
_ Пĕчĕк кăна вырăн тупăр та...
Каллех ыйту сиксе тухать: "Хаçатăмăрта кирлĕ марри те пур-шим? Саламлама маннисемшĕн ытти çыннăн саламне (юбилей статйине!) е питех те кирлĕ актуаллă информацие кăларса пăрахмалла-шим?"
Камăн ĕçĕ пичет органĕпе çыхăннă (çыхăнать), çавă _ пĕр пĕчĕк информацие вырăнтан куçарсан та _ страницăна (хаçата!) веçех çĕнĕрен калăплама тивнине ĕнентерет. Ахаль те хĕсĕк вăхăтра, кая юлнă информацие лартасси (май пулсан та) ылтăн пек саманта сая ярать, пире ура хурать. Вулаканăмăрсене пире ăнланма ыйтатпăр: вăхăтлă вырнаçтарас тесен, пĕлтерỹ (салам) пичетлемешкĕн эрне малтан пире заказ памалла.
Хăш чухне пĕр-пĕр салам пирки темиçе хут шăнкăрав килет: е çапларах çыртарасшăн, е _ капларах. Ку _ пирĕншĕн çав тери чăрмавлă (эпир мероприятире пулма та, интервью илмешкĕн çынна йышăнма та пултаратпăр). Тĕлĕнтерет: пирĕн умра (эпир пуç çĕмĕрсе статья çырнă чух) хăшĕ-пĕри интернета кĕрсе сунăм сăмахне шырама пикенет, темиçе варианта пăрахăçласа 15-20 минута усăсăр ирттерет. Текста килте те шырама-тупма е хăйĕн шăрçалама пулать-çке. Юратнă çынна мĕн çырса саламласси пирки тĕплĕн шутламалла: ку пирĕн вăхăта та (чăтăма та!), заказчикăнне те перекетлеме май парĕ. Пирĕн хатĕр салам сăмахĕсемпе сунăмсем редакци сĕтелĕ çинчех. Кам-тăр хăй çырма иккĕленет тĕк, суйласа илме пултарать.
Чăн та, эпир "хитре сăмахсемпе çырасса" шанаççĕ салам паракансем. Пурин кăмăлне те тупма тăрăшатпăр: йĕркине те шăрçалатпăр, сăвă çаврине те хайлатпăр. Информацие те уçăмлататпăр: ку е вăл çыннăн статусĕ (ĕç ветеранĕ, "вăрçă ачи", тыл ветеранĕ...) пирки, ĕçченлĕхĕпе ăсталăхĕ, характерĕн паха енĕсем пирки хушса çыратпăр (ытларах чухне вĕсем çинчен "манса хăвараççĕ"). Ку _ салам йышăнаканшăн та, хаçат вулаканшăн та кăмăллă, тата тивĕçлĕ сăмах тупса çырма та кирлĕ.
Кирек мĕнле пулсан та, иккĕленмелли куç умне тухатех. Халĕ, халăх вырăслансах пынă май, тăванлăх сăмахĕсене _ "бабушка" (асанне е кукамай), "дедушка" (асатте е кукаçи), "дядя" (тете е кукка), "тетя" (аппа е мăн акка) йышши сăмахсене _ чăвашла текста мĕнле кĕртмеллине пĕлместĕн. Текст çырма пуçăннă чух каллĕ-маллĕ шухăшлатăн. Телефонпа (номерне хăварнă пулсан-ха) темиçе хут шăнкăрав ярса пĕлме тивет. Тĕлĕнмелли татах пур. Юбилярăн хушамачĕпе ашшĕ ятне тĕрĕс çырма пĕлмен (пачах пĕлмен) çынсем те пур-ха пирĕн хушăмăрта. "Иртнĕ çул та саламланăччĕ. Аттен ашшĕ ятне çавăнта пăхма пулать..." _ тесе заказ паракан пирки мĕн шутлатăн, вулаканăм?
Сăн ỹкерчĕк пирки те çавнах каламалла. Заказчикăн малтанах хăш сăн ỹкерчĕке пичете ярасси çинчен палăртса хумалла. Нумай чухне пирĕн пата килекенсем (шăнкăравлакансем) заказ йышăннă чух сăн ỹкерчĕк шырама пикенеççĕ. Каллех... ылтăн пек хаклă вăхăта çухатаççĕ. Хаçата пичетлеме янă кун юлашки самантченех сăн ỹкерчĕк кĕтсе илеймесĕр пăшăрханни сахал мар тĕл пулать пирĕн ĕçре. Сăлтавĕ _ саламлакансем "манса кайнинчех". Текстпа пĕрле сăн ỹкерчĕке (темиçе пулсан аванрах _ вĕсене пахалăхне кура суйласа илетпĕр) малтанах пирĕн патăмăра çитерни _ чи шанчăкли. Салам тĕллевĕ _ çывăх çынна юратнине-сума сунине, ăна хакланине палăртни; ун урлă эпир ăна тав тăватпăр, чи лайăххине сунатпăр. Çавна май ял, округ умĕнче ун ят-сумне çĕклетпĕр, паллах, хамăр тимлĕхĕмĕрпе ăна малалла пурăнма хăват хушатпăр.
Ку тĕллев, хăш чухне, савăнăç-телее çаврăнас вырăнне, ỹпкев-хирĕçỹ кăларса тăратать. Чăн та, эпир хăш-пĕр туса çитереймен самантсене асăрхаса тỹрлететпĕр. Саламлакансен йышне палăртнă чухне хăшĕ _ мăшăртан пĕрне, хăшĕ _ амăшне (ашшĕне), аслă ăру çыннине мантарса хăварать. Ашшĕне (амăшне) савăнтарас тĕллевпех, пĕр тăвансемех (!) салама уйрăм пани тĕлĕнтерет.
_ Эпĕ аннене саламлама хам çемьем ятĕнчен кăна паратăп, _ пĕлтернĕччĕ пĕр пĕлĕшĕм. _ Манăн ятăма, мăшăрăма, ачасене, пăятампа пăянама çырăр.
_ Санăн шăллупа йăмăку та пур вĕт-ха, пĕрле парсан аванрах мар-и? Аçу ятне мантаратăн тата... Енчен те пĕр тăванусем салам çырса кăлармасан сан пирки урăхла ăнланмĕç-и? Ял çыннисем сирĕн кил-йыш пирки начар шутлама та пултарĕç...
Çук. Ман сĕнỹ вырăнлă пулмарĕ çамрăк хĕрарăмшăн. Çаплипех çырса кăларма хистерĕ салама, ашшĕн ятне те кĕртмерĕ, пĕр тăванĕсене те асăнмарĕ. Мĕн тетĕр, шăллĕпе йăмăкĕ те саламламарĕç юбиляр амăшне. Пĕтĕмлетỹ: салам амăшне (ашшĕне те), пĕр тăванĕсене савăнăç мар, тĕлĕнỹпе кỹренỹ кỹни куç кĕрет.
Çапла, салампа сунăма кам тата мĕнле çитернинче юбиляра епле сума суни кăна мар, заказчикăн кăмăлĕпе çемьери лару-тăру та куç умне тухать.
Салам сăмахĕ чуна ăшăттăр тесен, ăна вăхăтра каламалла (çырса кăлармалла). Тата паллă пулăм хуçине мĕн чухлĕ ытларах çын саламлать, çавăн чухлĕ ăна хисеп туни палăрать. Çакна асра тытар, тусăмăрсем: çывăх çынна савăнтарас тесен, хаçат урлă саламламашкăн хамăрăн та яваплăрах, оперативлăрах пулмалла.
Зинаида Свеклова, Раççей Журналистсен Союзĕн членĕ.
Редакцирен. "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатра салам, юбилей статйи, пĕлтерỹ пичетлемешкĕн малашне укçа-тенке онлайн мелĕпе йышăнмастпăр. Укçана редакцие кĕртсе памалла. Пирĕнпе çыхăнмалли телефонсем: 8(83546) 2-33-51, 2-33-52.