Шăмăршăра _ министр

ЯНВАРĔН 5-мĕшĕнче Шăмăршăра Чăваш Республикин граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру министрĕ Сергей Павлов пулнă. Министр, округ администрацийĕн пуçлăхĕпе Сергей Галкинпа пĕрле, округри чрезвычайлă лару- тăру тата пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен комиссин черетсĕр ларăвне хутшăннă.

Сергей Павлов хĕллехи вăхăтра вут-кăвар тухасран сыхăлăха ỹстермеллине, ку тĕлĕшпе халăх хушшинче профилактика ĕçне анлăн сарса ямаллине палăртнă. Лару пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе сĕнỹсен планне çирĕплетнĕ, кашни ял территорийĕн уйрăмĕнчех çакăн йышши план туса хатĕрлесе мĕн палăртнине çирĕп контрольлесе тăмаллине кăтартнă.

Е.ЖОЛОБОВА.



16 января 2026
12:19
Поделиться