Шăмăршăсем спортпа туслă
ÇĔНĔ ÇУЛ уявĕ Шăмăршă муниципалитет округĕнчи кашни ял территорийĕн уйрăмĕнчех спорт ăмăртăвĕ иртнипе те асра юлĕ.
"Туслăх" спорт шкулĕн йĕлтĕрçисем _ хамăр патăмăрта ăмăртнипе çеç çырлахмасăр _ кỹршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕнче те Хĕл Мучи парнисемшĕн кĕрешрĕç. 2016-çулта çуралнă тата кунран кĕçĕнрех ачасем хушшинче пирĕн Дмитрий Байкаловпа Евгения Матвеева çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕç. 2014-2015-çулсенче çуралнă ачасен ăмăртăвĕнче Дмитрий Якушов _ ылтăн, Денис Матвеев кĕмĕл медаль çĕнсе илчĕç. 2012-2013-çулсенче çуралнă хĕр ачасем хушшинче Софья Тихонова мала тухрĕ. Çак ỹсĕмри арçын ачасен ăмăртăвĕнче Артем Захаров виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. 2010-2011-çулсенче çуралнă арçын ачасен чупăвĕнче Сергей Яковлев бронза медале тивĕçрĕ. 30-49 çулти арçынсен ăмăртăвĕнче пирĕн командăри Павел Макаров та бронза медаль çĕнсе илме пултарчĕ.
Карапай Шăмăршăра вара район чемпионне, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ зоотехникне Геннадий Елисеева асăнса шашка турнирĕ иртрĕ. Спорта юратакансем Мускавран, Шупашкартан, Канашран, Вăрнар, Вăрмар, Патăрьел округĕсенчен те килнĕ. Шкул ачисем хушшинче _ Вероника Чугуновăпа Кирилл Ларионов, çитĕннисен ăмăртăвĕнче Владислав Григорьев чемпион пулса тăчĕç.