Ăшшăн саламлатпăр!
Вĕренỹпе обществăлла ĕçри уйрăмах пысăк çитĕнỹсемшĕн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн 2025-çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнче кăларнă 923 (р-г) № "Çамрăксемпе студентсен представителĕсене творчествăлла ăнтăлушăн 2026-çулта ятарлă стипенди парасси çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн, ЧР Шăмăршă муниципалитет округĕнчи çак çамрăксем 2026-çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 31-мĕшĕччен уйăхсерен ЧР Пуçлăхĕн ятарлă стипендине (2 500 тенкĕ) илсе тăрĕç:
Аделина Ленаровна Залалтдинова, Шăмăршă вăтам шкулĕн вĕренекенĕ;
Радиле Ильнаровна Идрисова, Палтиел вăтам шкулĕн вĕренекенĕ;
Кирилл Юрьевич Ларионов, Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.