Юнпа пĕвеннĕ парăм укçи
ВĂРМАН хĕррипе тăсăлакан пĕчĕк район центрĕнче пурăнакансем пĕр-пĕрне лайăх паллаççĕ. Усал хыпар та, ырри те хăвăрт сарăлать. Тĕрлĕрен кантурта ĕçлекен хĕрарăмсем ир пуçласа каçчен район центрĕнчи сас-хурана шĕкĕлчеççĕ, хутран- ситрен вĕсен "пасарне" домино шаккаса ывăннă арçынсем те хутшăнаççĕ. Çапла хăй йĕркипе пурăнать, харкашу çĕклемест, ни _ мухтама, ни _ хурлама çук Хырла ен районĕ. Милицин оперативлă сводкинче те: "арăмĕпе çапăçнă", "урамра ỹсĕр выртнă", "кỹршине "хăлха чикки" панă", евĕр çырнине çеç тĕл пулатăн.
ÇАК хыпар вара Хырла ене айĕн-çийĕн пăлхатрĕ. Эрне каялла налук агенчĕ Курмышов çухалнăччĕ, çынсем унăн виллине çывăхри пĕвере путарнă тесе калаççĕ. Шупашкартан водолазсене чĕнтерме ыйтаççĕ.
Шупашкартан икĕ водолаз килсе çитрĕ, хăйсен тĕлĕнтермĕш тумĕсене тăхăнса шыв айне анчĕç. Çур кун ĕçлени кăлăхах пулчĕ: Курмышов вилли тупăнмарĕ.
"Юшкăн айне пулман-ши?" _ калаçкаларĕç хăшĕсем. Вара _ вырăнти влаçпа килĕшсе татăлнă хыççăн _ пĕве алăкне уçса шыва юхтарса кăларма йышăнчĕç. Кĕрлерĕ-кăпăкланчĕ шыв, кунĕпе юхсан та, пĕве тĕпĕ курăнмарĕ-ха. Тепĕр кун ирхине çеç пĕве вырăнĕнче пĕчĕк çырма тăрса юлчĕ. Юшкăнпа вараланнă, сăн-питĕнчен паллама çук çын вилли те курăнчĕ. Мăйĕнчен йывăр тимĕр çыхнипе, вăл тỹрех пĕве тĕпне анса кайнă пулмалла, водолазсем те асăрхайман ăна. Шыраса ывăннипе мар-ши?
Арăмĕ виле Курмышов пулнине палласа илчĕ.
...НИМПЕХ те палăрман, никам умĕнче те чĕрре кĕме юратман çын пулнă Курмышов.Тахçан, бухгалтер ĕçĕнче пысăк растрата туса, тĕрмере те ларса тухнă. Ун хыççăн авланнă, нумаях пулмасть ăна налук инспекцине ĕçе илнĕ. Çемьере харкашнине, ĕçкĕпе иртĕхнине кỹрши-арши те пĕлмест.
ÇАКĂН ПЕК сăнласа пачĕç Курмышова милици подполковникне Степанова. Хăй путса вилнĕ тесе ниепле те калама çук _ мăйĕнчен пысăк тимĕр çыхнă. Апла пулсан пĕр тăхтаса тăмасăр уголовлă ĕç пуçармалла. Кам вĕлернĕ Курмышова, кам çулĕ çине тăнă вăл? Подполковник пуçĕнче çĕр тĕрлĕ ыйту явăнать. Свидетель çуккипе никамран ыйтса та пĕлеймĕн. Районти радиопа тата райхаçат урлă Курмышов пирки мĕн те пулин пĕлекенсене милицие пыма чĕнсе калани те пулăшаймарĕ. Шухăш тĕнчинчен Степанова алăка шакканă сасă сирчĕ.
_ Кĕрĕр! _ терĕ вăл медицина экспертизи хатĕрленĕ хут çинчен пуçне çĕклемесĕрех.
Пỹлĕме санран пăхсах хĕрĕхсенчи лутра пỹллĕ арçын кĕрсе тăчĕ.
_ Куянов ман хушамат, _ паллаштарчĕ вăл хăйпе. _ Курмышов çинчен мĕн те пулин усăллине калаймăп-ши тетĕп.
Степанов ток çапнă пек яшлатса сиксе тăчĕ. Акă вăл, тахçантанпах кĕтекен свидетель!
_ Итлетĕп сире. Ларăр, _ васкамасăр каларĕ вăл килнĕ çынна.
Куянов алăк патĕнчи хыçлă тенкел çине ларчĕ те сăмахне пуçларĕ.
...ÇАВ каç Куянов кăштах сыпкаланă пулнă, "картне ларайманнипе" çурçĕр çитеспе кỹршĕ яла йыснăшсем патне кайма тухнă. Пĕве хĕррипе пынă чух палламан икĕ çын темĕскер сĕтĕрсе пынине асăрханă. Куянова курман пулас лешсем. Часах шыва йывăр япала пăрахнă сасă илтĕннĕ те, тавралăх каллех шăпланнă.
_ Малтан эпĕ çав çынсем мĕнле те пулин усал ĕç тунă тесе шутламан та, _ сăмахне малалла тăсрĕ Куянов. _ Халĕ акă ун чухне шыва Курмышова пăрахнине тавçăрса илтĕм.
Урăх нимĕн те пĕлтереймерĕ вăл. Степанов ăна протокол çине алă пустарчĕ те, татах кирлĕ пуласса систерсе ăсатса ячĕ.
Апла, Курмышова вĕлерекенсем иккĕн пулнă? Камсем-ши? Тен, курнисем татах та тупăнĕç? Курмышов арăмĕ вара упăшкине "мафи" вĕлернĕ тесе шутлать. Хырла енри тĕрлĕрен предприниматель ĕçне тĕрĕсленĕ май çитменлĕхсем те тупнă паллах. Тупăшран налук тỹлессинчен пăрăнакансем те тупнă ĕнтĕ. "Çавсемех вĕлернĕ Кольăна", _ куççуль витĕр каларĕ хĕрарăм.
Степанов подполковник Ульянов следователе çак версие те тĕрĕслеме хушрĕ. Ульянов çамрăк-ха, милицин аслă шкулне те кăçал çеç пĕтернĕ. Курмышов вилĕмне тĕпчесси _ уншăн пĕрремĕш ответлă задани. Икĕ кун хушшинче вăл Хырла ен тăрăхĕнчи пур предприниматель патне те çитсе курчĕ. Никам та Курмышова курайманнине палăртмарĕ, налук тỹлессинчен пăрăнни те сисĕнмерĕ.
Ульянов пĕве хĕрринелле утрĕ. Халĕ ăна пĕве темелĕх те çук ĕнтĕ, пĕчĕк çырма çеç шăнкăртатса юхса выртать. Юшкăн тулнипе, пĕве алăкне хупса шыв тытма та май çук. Экскаваторпа тасатас пулать. Сасартăк следователь курăк хушшинче темле япала выртнине асăр- харĕ. Бумажник вĕт! Тен...
Бумажникре вунă пин тенкĕне яхăн укçа тата темĕнле хут пур иккен. Ульянов хута сарчĕ те вулама пуçларĕ:
"Курмыш, халĕ эсĕ король пек пурăнать теççĕ. Лагерьте чухне картла çапса аллă пин тенкĕ выляса янине манман пуль? Çывăх вăхăтра сан патна çитетпĕр, парăмна хатĕрлесе хур..."
Çыру айне "Коржик" тесе алă пуснă. Ульянов çырăва тĕрмере пĕрле ларнă юлташĕ Курмышов патне çырнине ăнланчĕ. Тата тепĕр пуç ватмăш. Кам-ха вăл Коржик? Унпа пĕрле Курмышов виллине сĕтĕрнĕ çын кам?
Ульянов авланман-ха. Кăнтăрлахи апата кафене е ресторана кĕрсе çиет. Паян вăл "Хĕрлĕ вăрман" ресторанра апатланма шутларĕ. Зала кĕчĕ те кĕтесри сĕтел хушшине вырнаçса ларчĕ. Ресторанта çын сахал. Тепĕр вĕçĕнче çеç палламан икĕ арçын саркаланса ларать. Хăйсем самаях ỹсĕр пулмалла, хытах калаçаççĕ. Сасартăк Ульянов хăлхине "Коржик" сăмах пырса кĕчĕ. Хытканрах питлĕ арçын кỹршине, çан-çурăмĕпе боксера аса илтерекеннине _ çапла чĕнчĕ.
"Курмышова вĕлерекенсем", _ çиçĕм пек вĕлтлетрĕ следователь пуçĕнче çак шухăш. _ Анчах мĕншĕн вĕсем пĕр эрне ытла Хырла енре тытăнса тăраççĕ-ха?"
Шура ятлă официанткăна шỹрпепе котлет тата чей кỹрсе пама заказ пачĕ те Ульянов, хăй çав арçынсене сăнама пуçларĕ. Акă лешсем официанткăна чĕнсе илчĕç, укçа тỹлерĕç, вара ура çине тăчĕç.
"Каяççĕ вĕт! Мĕнле тытса чармалла вĕсене?" _ шухăшларĕ Ульянов.
"Халех милицие çак номерпе шăнкăравласа пĕлтерĕр, хăрушă преступниксем вĕсем", _ çакăн пек çырчĕ те вăл пĕчĕк хут çине, хăйне яшка кỹрсе панăофицианткăна вăрттăн тыттарчĕ. Вара алăкран тухма ĕлкĕрнĕ арçынсем хыççăн ыткăнчĕ.
Ульянов вĕсене урамра хăваласа çитрĕ.
_ Уголовлă шырав следователĕ Ульянов! _ удостоверенине кăларса кăтартрĕ вăл. _ Сирĕн документăрсем?
Арçынсем _ кĕтмен-туман çĕртен пулнипе _ малтанах пĕр сăмах та чĕнеймерĕç. Вара Коржик текенни Ульянова чĕркуççи тĕлĕнчен пĕтĕм вăйĕпе тапрĕ те, икĕ бандит та тарма пуçларĕ. Анчах инçех каяймарĕç: официантка милицие шăнкăравлама ĕлкĕрнĕ иккен, оперативниксем килсе те çитрĕç.
Аллисене сăнчăрланă Коржикпа юлташне "хура çăхан" текен машина ăшне хупса та хучĕç.
ДОПРОСА Степанов подполковник хăй пуçларĕ. Малтанах уçăласшăн пулмарĕç бандитсем, тĕрлĕ еннелле пăркаланчĕç. Анчах пысăк опытлă Степанов, пуçлăха лариччен çирĕм çула яхăн уголовлă шыравра ĕçленĕскер, бандитсен ултавне йышăнманни çинчен систерсех тăчĕ. Вара Коржикăн чĕлхи уçăлчĕ. Курмышовпа пĕрле тĕрмере ларнă иккен вĕсем. Чăнах та, лешĕ картла 50 пин тенкĕ ытла выляса янă. Анчах парăмне парса татма шутламан. Коржикпа юлташĕ _ ниçта та ĕçлеменскерсем тата ĕçкĕпе иртĕхекенскерсем _ çывăхри хуларан ятарласах парăм укçи илме килнĕ. Курмышов парăма тавăрса пама килĕшменнипе тата çапăçма хăтланнипе ăна пăвса вĕлернĕ, вилене пĕвене путарнă.
_ Преступлени тунă хыççăн тарса пытанма шутламарăр-и? _ интересленчĕ Степанов.
_ Кайнăччĕ эпир... Паян ирхине килтĕмĕр. Иртнинче çул хĕрринчи пĕр киоска куçларăмăр, çавна "тирпейлесшĕнччĕ" çĕрле...
...ДОПРОС тĕттĕмчченех тăсăлчĕ. Хăйсем патшалăх çăкăрне ахаль çименнине ăнланса, Степанов подполковникпа Ульянов аслă лейтенант çăмăллăн сывласа ячĕç. Киле те кайма юрать ĕнтĕ, ыран каллех милицин канăçсăр пурнăçĕ малалла тăсăлĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ.
РЕДАКЦИРЕН. Хаклă вулаканăмăр! "Следователь каласа панинчен" рубрикăна малалла тăснă май, сирĕнтен йĕрке сыхлавçисен ĕçĕ çинчен çырнă материалсене хак парасса кĕтетпĕр. Иван Саландаев журналист блокнотĕнчен "çутта тухнă" статьясем сире килĕ- шеççĕ-и? Çырăр, шăнкăравлăр", редакцие кĕрсе хăвăрăн шухăшăра пĕлтерĕр.