Ан пăрах...
Ан пăрах савнине, ан пăрах,
Чун суранĕ сипленĕ вăрах.
Юрату асапне ăнлансам,
Ан мансам савнине, ан мансам.
Ăшă çу иртсенех кĕр çитет,
Чечеке сивĕ çил типĕтет.
Пĕр куççуль çеç типеймĕ часах,
Анчах илĕн-ши эсĕ аса?
Хитрисем çĕр çинче тем чухлех,
Пĕринчен те тепри хỹхĕмрех.
Лайăхран лайăха шыраса
Телейỹ юлмĕ-и çухалса?
Ив.АНАТКАС.