Арçынна "укçа хутаççи" теççĕ-ши?

 Арçынна "укçа хутаççи" теççĕ-ши?

ЭПĔ _ авланса уйрăлнă арçын. Арăмпа çулталăк ытларах кăна пурăнтăмăр, вăл мана пăрахса Мускава тухса кайрĕ. Тем çитмен ăна, хамăн пĕтĕм шалăва параттăм. Пĕр-пĕрне килĕштерсе, юратса пĕрлешнĕ пек туйăнатчĕ. Ялти пурнăç килĕшмерĕ пуль, хула илĕртрĕ ăна.

Авланса уйрăлнă хыççăн тепĕр хут хамăн телее шырама шухăшларăм. Анчах та укçашăн çунакан хĕрарăмсемпе çеç паллашрăм. Хальхи хĕрсене укçа, хваттер, машина кирлĕ. Е ман тĕле çеç ун пеккисем лекеççĕ-ши? Телефон çине укçа куçарса паратăп та, вăл çитмен тесе ĕнентереççĕ. Шăнман пăр çине нумай лартрĕç ку хĕрсем мана. Нихăшĕ те яла куçса килесшĕн мар. Халĕ килте аннепе пурăнатăп, выльăх- чĕрлĕх тытатпăр.

Аптăранипе "Паллашу сайтĕнче" хам валли мăшăр шырама тытăнтăм. Калаçас текенсем нумай тупăнчĕç. Анчах унта та укçашăн çунакан хĕрсем çырчĕç. Хăшне-пĕрне телефон çине 500-шер, 1000-шер тенкĕ укçа куçарса патăм.

Çапла нумай улталарĕç мана. Пĕринпе çулталăка яхăн тĕл пултăм, анчах вăлта яла килме килĕшмерĕ. Хамăнах хулана кайма тиврĕ. Тĕл пулу йĕркеллĕ иртрĕ, кайран хăй те яла темиçе хут килсе кайрĕ. Аннепе паллаштартăм, вăл манăн хĕрарăма чиперех йышăнчĕ. Шăкăл-шăкăл калаçмастчĕç, çапах йĕркеллĕ хутшăнатчĕç. Çулталăк курнăçрăмăр пулин те пĕрле вырăн ăшăтман эпир. Çине тăма пĕлмерĕм-тĕр, вăл та çывăха ямарĕ. Кафере тĕл пулса калаçаттăмăр. Вăл больницăра ĕçлетчĕ, манран аслăрахскерĕн ачи те пур. Унтан шăнкăравлама пăрахрĕ, хăй те телефон тытмарĕ. Уйрăлнă хыççăн паллашнă хĕрарăмсенчен вăл çеç йĕркеллĕскерччĕ. Ыттисене арçынран укçа кăна кирлĕ иккен. Пĕри халĕ те укçа ыйтма çеç шăнкăравлать, çавна пулах ăна "хура списока" кĕртрĕм. Çитĕ манран кулма. Хампа усă курма памăп тек!

ПАВЕЛ.



23 января 2026
14:31
Поделиться