"Аслă Хăвай çулĕ хĕрринче..."
"... НА ВЕРШИНЕ по речке Малой Карла под лесом стоит дуб, а на нем старая грань указывает от того дуба направо на кривую березу, подля той кривой березы поставили столб, а на столбе грани указывают на Большую Кувайскую дорогу" ("Документы и материалы по истории Мордовской АССР". Саранск, 1940, Т.1. II-пай, 191-192 стр). Çапла çырнă Мордва Республикин патшалăх истори архивĕнче упранакан документра. Унта 1661-çулта Кокшайск уесĕн Чемурша вулăсĕнчен куçса килнĕ хресченсемпе Чĕмпĕр уесĕнчи Кахăрлă мишерĕсем çĕр пайланине асăннă. Историксем (В.Д.Дмитриев тата ыттисем) Чемурша вулăсĕнчен килнĕ çынсем маларах _ 1642-çулта _ Шăмăршă ялне йĕркелесе янине çирĕплетеççĕ.
Документра кăтартнă "Аслă Хăвай çулĕ" пирки мĕн пĕлетпĕр-ха эпир?
ХĂВАЙ ЯЛĔН ВĂРТТĂНЛĂХĔСЕМ
АСЛĂ ХĂВАЙ ялĕ (вырăсла _ Большой Кувай) хальхи Ульяновск облаçĕн Сăр (Сурский) районне кĕрекен Астрадамовка (Сартункка) ялĕ тăрăхĕнче вырнаçнă. Ял ячĕ ирçе чĕлхинчи "кувика ляй" (чăвашла "çăл куçлă вăрăм çырма-çатра") сăмахран пулса кайнă тесе шутлаççĕ.
Аслă Хăвай çулĕ Сăр паççулккинчен пуçланса вăрман урлă Шăмăршă витĕр иртнĕ, унтан _ Пăвана, Пăваран Чĕмпĕрелле тăсăлнă. Çак çулпа Улатăр тата Сартункка купсисем ярмăрккăна тавар турттарнă. Сăр районĕ пирĕн Шăмăршă тăрăхĕпе чикĕленет, çавна май мĕн авалтан Хăвайпа туслă çыхăну аталаннă.
Аслă Хăвайпа юнашарах унччен Кĕçĕн Хăвай та сарăлса ларнă, чиркỹллĕ ялта 1 пин ытла çурт пулнă. 2000-çулта эпир "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕнче ĕçлекенсемпе пĕрле _ Мордва Республикинчи "Смольное" çут çанталăк управне кайма тухнă чух _ çак яла чарăнса çăл куç шывне ĕçнĕччĕ.
Ялне ял темелĕх те çук _ ишĕлсе анас пек ларакан темиçе çурт-йĕре вĕтлĕхпе вĕлтрен пусса илнĕ. Çапах та пĕр çемье пурăнать иккен-ха.
_ Унччен пирĕн ял йывăçран эрешлĕ япаласем, чаплă сĕтел-пукан тăвакан ăстасемпе палăрса тăратчĕ, _ каласа пачĕ 85-çулпа пыракан Лидия Васильевна Урамина. _ Яла Турă ылханĕ тĕп турĕ _ 1 пин килĕрен эпир çеç тăрса юлтăмăр.
Лидия Васильевна чиркỹре Христос сăнĕллĕ Тĕлĕнтермĕш ĕç тăвакан (Чудотворная) икон упранни, чиркĕве тустарнă чух "комсомолсем" ăна вута пăрахса çунтарса яни çинчен хурланса пĕлтерчĕ. Чиркỹ юлашкине çынсем килĕсене сĕтĕрнĕ. Унтанпа ял пурнăçĕ те арканма тытăннă: нумайăшĕ кунтан урăх çĕре куçса кайнă, теприсем вилсе пĕтнĕ. Çавăнтанпа ял çумне "проклятое село" ят çыпăçнă. Çак легендăна тĕп-тĕрĕс теме çук, мĕншĕн тесен ял пĕтесси урăх сăлтавпа та çыхăннă. Акă хамăр тăрăхри Шамккай ялĕ _ унччен вулăс центрĕ пулнăскер _ темиçе çул хушшинчех пĕтсе ларчĕ.
Пулмантăш, Вырăс Чукал, Кивĕ Чукал, Пăчăрлă Пашьел ялĕсенчи ватă çынсем ĕлĕкрех Хăвайра таврара паллă юмăç пурăнни çинчен каласа параççĕ. Çак çыннăн ячĕ-шывĕ _ Иван Кузьмич Ерошкин. Хальхи пек каласан, ăна экстрасенс теме пулать. Ерошкин камăн та пулин выльăхĕе ытти япали çухалсан тĕп-тĕрĕс каланипе тĕлĕнтернĕ.
Çакăн пек истори те çỹрет Хăвай тăрăхĕнче. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче _ Чăваш, Тутар, Мордва республикисенче тата Чĕмпĕр облаçĕнче Шаккур Карак вăрă-хурахĕ алхаснă чух _ милиционерсем Ермошкинран пулăшу ыйтнă. Иван Кузьмич лашасене кам вăрланине тата ăçта вырнаçтарнине пĕлтернĕ, анчах çакăншăн вăрăсем унăн çурт-йĕрне çунтарса янă.
АСАМЛĂ ÇĂЛ КУÇ ШЫВĔ
ТĔЛĔНМЕЛЛИ хамăрпа юнашарах иккен. Пулмантăш ялĕнчен инçех те мар _ Хăвайран виçĕ çухрăмра _ Çвяттуй çăл куç (вырăсла Святой ключ) шăнкăртатса юхса выртать. Кунта мĕн ĕлĕкрен таçти-таçти ял çыннисем пуçтарăннă. Легенда тăрăх, çак çăл куçра çынсенеТихвин Турă Амăшĕн (Тихвинской Божьей Матери) иконĕ курăннă иккен. Çăл куç йĕри-таврашне тирпейлесе пура ăшне илнĕ. Кашни çулах июлĕн 9-мĕшĕнче _ Тихвин Турă Амăшĕн престол праçникĕн кунĕ _ çак вырăна 1 пин çынран кая мар пуçтарăннă.
Уява килекенсем савăта тултарса килĕсене Çвяттуй шыв илсе кайнă.
Совет самани вăхăтĕнче атеистсем Çвяттуй çăл куçа пăрахăçлама хăтланса пăхнă, престол уявне килекенсене хăвала-хăвала янă. Юлашки 30 çул хушшинче кунта лару-тăру тĕпрен улшăннă, Çвяттуй çăл куç патне халăх йышлăн килме тытăннă. Хăвай ялĕ çывăхĕнче Сивĕ çăл куç та (вырăсла _ Студеный ключ) пур. Çывăхри ялсенчен килсе çак çăл куç шывне чей вĕретме илсе каяççĕ. Çăл куçран Хăвайне водопровод та тăснă пулнă. Хăвай ялне йĕри-тавра сĕм вăрман хупăрланă. Кунта Шăмăршă вăрманĕнче ỹсмен лиственницăпа кедр та çитĕнет иккен. Хăвайра сĕтел- пукан фабрики, вăрман хуçалăхĕ тата лесничество пулнă. Шел, çакăн пирки иртнĕ вăхăтпа çеç калама тивет. Паян-ыран Хăвай ялне карта çинчен те кăларса пăрахĕç. Пысăк Хăвай çулĕ истори докуменчĕсенче çеç тăрса юлĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ. (Статья çырнă чух автор Ульяновск облаçĕн тата Мордва Республикин патшалăх истори архивĕн докуменчĕсемпе усă курнă)