"Çирĕп пĕлỹ, тĕрлĕ енлĕ аталану маншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ"

"Çирĕп пĕлỹ, тĕрлĕ енлĕ аталану маншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ"

ХĔвел куллиллĕ, пăрчăкан пек лара-тăра пĕлмен хĕре _ 11-класра пĕлỹ пухакан Радиле Идрисовăна _ Палтиел вăтам шкулĕнче тỹрех асăрхатăн. Утса-чупса çỹремест, вĕçсе çỹрет тейĕн _ пур çĕре те ĕлкĕрет, кĕçĕннипе те, аслипе те тỹрех пĕр чĕлхе тупать, вĕренỹре те, обществăлла ĕçре те _ малта. Тĕрлĕ енлĕ уйрăмах пысăк çитĕнỹсемшĕн Радиле 2026-мĕш çулта илсе тăмашкăн Чăваш Ен Ертỹçин стипендине тивĕçнĕ.

Килти туслă та лăпкă лару- тăру, вăхăтпа пĕлсе усă курни, уроксенчи тимлĕх, тĕлĕнмелле чăтăмлăхпа ăнтăлу, тăрăшулăхпа йĕркелĕх, вĕренỹре _ "5"-пе ĕлкĕрсе пыма, ертỹлĕх ăсталăхĕ класс (шкул) тулашĕнчи мероприятисенче ỹсĕм тума Радиле Идрисовăна ырă витĕм кỹреççĕ. Класс коллективĕн (классное самоуправление) президенчĕ вăл, класс ертỹçин "сылтăм алли"; кашни ĕç-пуçа йĕркелессинче, çитĕнỹ тăвассинче унăн тỹпи пысăк. Маларах шкулти "Туслăх" республикăна пултаруллăн ертсе пычĕ, çавна май вĕренỹ учрежденине тĕрлĕ енĕпе тĕллевсене пурнăçламашкăн, мала тухмашкăн çул уçса пачĕ. Паллах, юлташĕсем те, шкул коллективĕ те Радилене çав тери хисеплеççĕ, тĕслĕх вырăнне хураççĕ.

Вырăс чĕлхипе литератури, акăлчан чĕлхи, обществознани _ Р.Идрисовăшăн чи юратнă предметсем. Предметсемпе иртекен олимпиадăсене, пултарулăх конкурсĕсене хутшăнса хĕр нумай çитĕнỹ турĕ. Вĕсем: олимпиадăсенче _ физкультурăпа, географипе (округ тапхăрĕн çĕнтерỹçи), тутар чĕлхипе тата литературипе кăçал та регионта призера тухрĕ, тавралăх тĕнчипе (окружающий мир) тата экологипе (Пĕтĕм Раççей шайĕнчи Учи.ру форматăн финалисчĕ). Пĕлỹ тĕнчинче ỹсĕм çулĕпе утма "Шкул пресси", "Акăлчан юмахĕсен тĕнчи", "Тĕлĕнтермĕш вырăс чĕлхи" кружоксене çỹрени те ырăвитĕм кỹрет.

Акă конкурс-викторина-проект кăтартăвĕсем: "Патшалăхăн символĕсем", "Сăввăмсене... Черет çитет", "Хам аталаннăçемĕн _ ыттисене те аталантаратăп", "Химбион", "Ачалăх навигаторĕ" Пĕтĕм Раççей проекчĕ: "Эпĕ _ УС лидерĕ" номинаци, "Ялта чи лайăххисем": "Социаллă сетьри чи лайăх публикаци", Тютчев вулавĕ, "Çĕнтерỹ патне _ пĕр çул" наука проекчĕ, "Аваллăхсăр" сочинени конкурсĕ (округ çĕнтерỹçи), "Ман чĕлхе _ ман халăх" ача-пăча сăввисен конкурсĕ (республикăн 1-степеньлĕ лауреачĕ), "Ырă ĕç тăвакан çын" пултарулăх конкурсĕ (Пĕтĕм Раççей тапхăрĕн финалисчĕ), "Ыррине ак _ çакă пурнăçăн сăваплă тĕллевĕ" илемлĕ вулакансен конкурсĕ (халăхсем хушшинчи призер), "И.Я.Яковлев тата Каюм Насыри - аслă вĕрентỹçĕсемпе халăха çутта кăларакансем" ăс-хакăл марафонĕ (çĕнтерỹçĕ), "Тукайлы Болгар" илемлĕ вулакансен конкурсĕ (Пĕтĕм Раççей дипломанчĕ). Республика шайĕнчи "Ачасемпе çамрăксен финанс культури" наукăпа практика конференцийĕн çĕнтерỹçи вăл. Çавăн пекех округ шайĕнчи "Зарница" тата "Орленок" çарпа патриотизм вăййисенче "Командир малта утать", "Пневматика винтовкинчен тĕл пересси", "1000 метра чупмалли кросс" ăмăрту-конкурсра тата "Орленок" ушкăнри командăсем хушшинче призера тухнă Р.Идрисова.

Палтиел хĕрĕ _ вăйлă спортсмен. Шкулсем хушшинчи "Кĕлеткене çурăм çинче выртса çĕклесси" ăмăрту _ призерĕ, "КЭС-Баскет" баскетбол лигин чемпионачĕн "Чи лайăх вылякан" номинаци дипломанчĕ тата призерĕ, Спартакиада шучĕпе ирттернĕ кросăн тата "Президентăн спорт вăййисен" баскетбол вăййин çĕнтерỹçи, округра мала тухассишĕн йĕркеленĕ баскетбол тата волейбол вăййисен тата йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕн призерĕ, "Орленок" ушкăнри призер (командăпа пĕрле), "Пурнăç йĕрки: чарăн, сиенлĕ йăла!" наркотика хирĕçле ирттернĕ округ флешмобĕн призерĕ пулма тивĕçнĕ. Командăпа пĕрле Палтиел вăтам шкулĕн вĕренекенĕ çамрăк пожарниксен 32-мĕш республика слетне хутшăннă. "Чăрмавлă дистанци" тата "Пушар эстафети" номинацисен призерĕ пулса тăнă.

Радиле _ "Пирвайхисен" юхăмĕн пуçламăш уйрăмĕн председателĕ. Мĕн пур ĕçре пуçарулăхпа та тăрăшулăхпа палăрать. "Пирвайхисен чĕнĕвĕ" Пĕтĕм Раççей проекчĕн муниципалитет тапхăрĕнче вăл 1-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Хăйпе пĕр шухăшлисемпе пĕрле "Чи лайăх волонтер отрячĕ" республика конкурсĕнче Диплома тата "Спортри волонтерство" номинацире ятарлă парне илме хăват çитернĕ.

"Чăваш Республики _ аталану вырăнĕ" ял шкулĕсемпе пĕчĕк хуласен республика форумĕн муниципалитет тапхăрне ирттерме пулăшнăшăн, Пирвайхисен юхăмне хастар хутшăннăшăн Идрисовăна Тав çырăвĕсемпе хавхалантарнă. Çавăн пекех тутар хĕрне çỹлерех асăннă мероприятисенче малти вырăнсем йышăннăшăн _ тĕрлĕ шайри дипломсемпе, вĕренỹри пысăк çитĕнỹсемшĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă.

_ Шкулта илекен çирĕп пĕлỹ, тĕрлĕ енлĕ аталану мана пурнăçра питĕ кирлĕ, _ тет ыранхи выпускник. _ Çакăнта _ пулас професси суйлавĕн ăнăçлăхĕ те, çутă малашлăхăн никĕсĕ те. Питĕ тĕрĕс те кирлĕ пĕтĕмлетỹ.

Зинаида Свеклова.

 



23 января 2026
16:51
Поделиться