Калаçу _ реорганизаци пирки

ЯНВАРĔН 20-мĕшĕнче Шăмăр- шăра ĕçлĕ çул çỹревпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Владимир Степанов пулнă. Владимир Геннадьевич округ администрацийĕн пуçлăхĕпе Сергей Галкинпа пĕрле депутатсен округ Пухăвĕн депутачĕсемпе тата общественность представителĕсемпе ирттернĕ анлă канашлу ĕçне хутшăннă.

Канашлура тĕп калаçу Шăмăршăри тĕп больницăна реорганизацилесси тавра пынă. Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ реорганизацие округра пурăнакансене медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатас тĕллевпе ирттернине палăртнă. Шăмăршă округĕнче пурăнакан пациентсем _ хальхи пекех _ медицина пулăшăвне вырăнтах илĕç, çав вăхăтрах вĕсене Патăрьел тĕп больницин пысăк опытлă врачĕсем те йышăнĕç. Мобильлĕ тухтăр бригадисем кашни ялах çитсе пациентсене пулăшу парĕç.

"Реорганизаци учрежденин финанс тата кадр ресурсĕсемпе тухăçлăрах усă курма май парĕ, _ тенĕ депутатсемпе общественность представителĕсен ыйтăвĕсене хуравланă май Владимир Степанов. _ Çĕнĕлĕх халăха медицина пулăшăвĕ парассине те лайăхлатма пулăшасса шанатпăр".

Е.ЖОЛОБОВА.



23 января 2026
16:41
Поделиться