Кашни кĕнекере _ наци традицийĕ
Пăчăрлă Пашьел ял библиотекинче "Чĕлхе _ халăхсем хушшинчи кĕпер" выставка-акци ĕçлет. Ăна Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалларăмăр. Выставка-акци урлă литература тĕнчин асамлăхне лекетĕн. Кашни кĕнекерех _ халăхсен культурипе традицийĕ, чунĕ. Выставкăра туслăхпа ырăлăха халалланă ăшă та ăслă каларăшсем, çĕр-шывăмăрти тĕрлĕ нацин мăнаçлăхне палăртакан кĕнеке-журнал, словарь (тутарсен, акăлчансен, чăвашсен тата ытти халăхсен) тĕслĕхĕсем тĕп вырăнта. Çакă веçех _ Раççей Федерацийĕн нумай нацилĕхне мала хуни.
Вырăс чĕлхи _ пур наци чĕлхине те, тĕрлĕ чĕлхепе пуплекен пур халăха та пĕрлештерекен "кĕпер". Вăл _ культурăсене çыхăнтарать, туслăха çирĕплетет. Ахальтен мар, выставка ятне патшалăхăмăрăн тĕп чĕлхипе çыртăмăр. Кĕнеке тусĕсене выставка хăй ытамне илме васкать. Килĕр, вулаканăмăрсем, паллашăр ытти халăх культурипе, чун-чĕрепе пуянланăр!
А.Укина, Пăчăрлă Пашьел ял библиотекарĕ.