"Контейнер лартатпăр _ ăна ăпăр-тапăрпа тултараççĕ"

ЯНВАРĔН 21-мĕшĕнче Чăваш Республикинче _ çав шутра пирĕн Шăмăршă тăрăхĕнче те _ Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Кăçал çак куна çĕнĕлле _ халăха уйрăмах хумхантаракан ыйтусене хускатас тĕллевпе _ йĕркелеме палăртнă. Информаци кунне ирттерме Шăмăршă муниципалитет округне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ Ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Шупашкар район больницин тĕп врачĕ Владимир Викторов килнĕ. Вĕсем округ администрацийĕн пуçлăхĕпе Сергей Галкинпа пĕрле администрацире иртнĕ анлă канашлу ĕçне хутшăнчĕç.

Информаци кунĕнче хускатакан ыйтусем, чăнах та, пирĕн кулленхи пурнăçпа уйрăлми çыхăннă. Хĕллехи вăхăтра коммуналлă хытă каяшсене вăхăтра турттарса каясси, Интернет çыхăнăвĕн хăрушсăрлăхĕ, çамрăксене экстремизмпа явăçасран хỹтĕлесси, коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тỹлемелли тарифри улшăну, пушар тухасран сыхланасси пурне те хумхантарма тивĕç.

Акă коммуналлă хытă каяшсене турттарса тăрассине илер-ха. 2018-çултанпа тирпей-илем ĕçне "Ситиматик Чувашия" ООО туса пырать. Шăмăршă округĕнче пуçтарăнакан хытă каяшсене "Полигон" ООО Патăрьел округĕнчи свалкăна турттарать.

Коммуналлă хытă каяшсене пуçтарма округ территорийĕнче 266 контейнер площадки йĕркеленĕ, вĕсенче 626 контейнер вырнаçтарнă. Шел те, хаклă япалана çĕмĕрни те вăрттăнлăх мар: 2025-çулта юрăхсăра тухнисем вырăнне çĕнĕрен 43 контейнер туянма тивнĕ. Иртнĕ çул Шăмăршăра _ икĕ вырăнта, ял территори уйрăмĕсенче пĕрер ятарлă площадка йĕркеленĕ.

Çак 10 площадка _ пысăк виçеллĕ (кабаритлă) ăпăр-тапăр валли.

_ Ятарлă площадка пур пулин те, Шăмăршăра тата ялсенче пурăнакан хăш-пĕр çынсем контейнерсене йывăç турачĕпе, сĕтел-пукан çĕмрĕкĕпе, пахчара çумланă курăкпа тултарса лартаççĕ, _ пăшăрханса калаçрĕ округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Андрей Кокуркин. _ Çакăн пек контейнерсене "Полигон" ООО пушатса турттарса тухма килĕшмест, мĕншĕн тесен вĕсем пирĕнпе йăлари хытă каяша илсе кайма çеç килĕшỹ тунă.

Хĕллехи вăхăтра контейнерсем патне пыма май çукки те _ ял территори уйрă- мĕсен ĕçĕнчи çитменлĕх. Иртнĕ çул округ администрацийĕ ятарлă коммуналлă техника _ отвалпа щеткăллă ЧТЗ трактор туянчĕ. Анчах та тепĕр чух çак техника ĕлкĕреймест, çавăнпа та ялсенче _ контейнерсем патне çỹп-çап турттаракан автомашина чăрмавсăр пыма пултартăр тесе _ юра алă вăйĕпе тасатассине йĕркелесен пуриншĕн те аван пулĕччĕ.

Канашлура сăмах илсе, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ Ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев хытă коммуналлă каяшсене вăхăтра турттарса тăнине, йăлари ăпăр-тапăра уйрăмшарăн сортлассине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çирĕп контроле илнине палăртрĕ. Çавна май çывăх вăхăтра Шăмăршă округĕнче те хытă каяшсене уйрăмшарăн пуçтарассине йĕркелесе ямалла. Андрей Макушев, çĕр-шыври "Экологи йĕркелĕхĕ" Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, Патăрьел округĕнче çỹп-çап сортлакан комплекс (МСК) тунине палăртрĕ. Çак комплекс территорийĕ 2,5 гектар йышăнĕ. МСКна 2026-çулта туса пĕтермелле.

Ăна çĕнĕ йышши оборудованипе тивĕçтерĕç. Çапла вара республикăра виçĕ МСК _ Канашра, Муркашра тата Патăрьелĕнче _ пулĕ. Кашниех çулталăкра 30 пин тонна йăлари каяша тирпейлеме тытăнĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ _ Шупашкар район больницин тĕп врачĕ Владимир Викторов Шăмăршă район больницине реорганизацилессипе çыхăннă ыйтусем çине тĕплĕн хуравларĕ, çĕнĕлĕх округра пурăнакансене медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатма пулăшасси пирки шантарчĕ. Андрей Макушевпа Владимир Викторов çак кунах округра пурă- накансене харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăнчĕç.

Информаци кунĕнче çĕкленĕ ыйтусене округри ял территори уйрăмĕсенче те сỹтсе явнă. Карапай Шăмăршăри ял территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Вячеслав Яковлев, сăмахран, "Василек" ача сачĕн коллективĕпе тĕл пулнă, кунта ĕçлекенсен ыйтăвĕсем çине хуравланă.

Ив.САЛАНДАЕВ.



23 января 2026
16:37
Поделиться