Олег Николаев: "Ял хуçалăхне юратма ача чухнех хăнăхтармалла"
ÇАК кунсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин вице-премьерĕпе _ Ял хуçалăх министрĕпе Андрей Макушевпа ирттернĕ ĕçлĕ тĕл пулура агропромышленность комплексне кадр резервĕпе тивĕçтерес ыйтăва çĕкленĕ.
"Эпир пĕр вĕçĕмсĕр аграри пĕлĕвĕ памалли система йĕркелесе ятăмăр, _ тенĕ Олег Алексеевич. _ Паян республикăра шкулчченхи учрежденисенче 137 агролаборатори, шкулсенче 40 агрокласс ĕçлет. Çĕрпỹри аграрипе технологи техникумĕпе Чăваш патшалăх аграри университечĕ профильлĕ вĕрентỹ ĕçне туса пыраççĕ. Тепĕр тапхăр _ вузсем хушшинчи кампус туса хурасси, унăн тĕпчевĕсем производство валли çĕнĕйышши продуктсемпе технологи йĕркелеме пулăшĕç. Çак практика пĕтĕм Раççейшĕн уникаллă пулса тăрать".
Олег Алексеевич ял хуçалăхне юратма ача чухнех хăнăхтармалла тесе шутлать. Ача садĕнчи агролаборатори ячĕшĕн çеç йĕркеленĕ çут çанталăк кĕтесĕ ан пултăр, професси енне пĕрремĕш утăм тума пулăштăр. Çак моделе ахальтен мар ĕнтĕ Раççей Ял хуçалăх министерстви ырласа йышăннă, ытти регионсене пирĕн опытпа усă курма сĕннĕ.
Шкулсенче кадрсем хатĕрлесси "АПК валли _ кадрсем" федераци проекчĕпе килĕшỹллĕн пулса пырать. 2026-çулта тата ултă муниципалитетра агроклассем уçма палăртнă.
А.АЛЕКСАНДРОВА.