Парăнман хула тăшмана
1944-Çулхи январĕн 27-мĕшĕнче радиопа Ленинград фрончĕн çар Совечĕн приказне вуласа панă. Приказра Ленинградра пурăнакансене ун çывăхĕнче нимĕç фашисчĕсене çапса аркатни, çавна май хула пĕтĕмпех блокадăран тухни пирки каланă. 20 сехетре Ленин хули çийĕн 324 орудирен 24 артиллери залпĕ салют янă.
Ленинград блокади 1941-çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнче пуçланнă. Хула пĕтĕм СССРтан "катăлса" юлнă, ун патне Ладога кỹллипе кăна çитме май пулнă, ку çула "Пурнăç çулĕ" тесе ят панă. Совет Союзĕн халăх йышĕпе иккĕмĕш пысăк хулине парăнтарни Германи лидерне Адольф Гитлера çак задачăсене пурнăçлама шантарнă: СССРăн экономикипе оборонин базине вăйсăрлатма, Балтикăра Виççĕмĕш рейха çирĕплетме, Мускава тапăнакан "Центр" ушкăна çурçĕрте çирĕплетсе хăварма.
Фашистсен авиацийĕ чи малтан хулан инфраструктурине, продовольстви склачĕсене _ уйрăмах Бадаевски складне (вĕсенче 3 пин тонна çăнăхпа 700 тонна сахăр упраннă) _ тĕп тунă. Выçлăх пуçланнă. Талăкри çăкăр паекĕ _ 125 грамм _ чун усрамалăх кăна çитнĕ. Çынсем тир-сăрана вĕретсе чĕре сури тунă, кушак-шăшие те çинĕ. Сивве пула шыв пăрăхĕсем шăнса ларнă _ шыв тупасси питĕ хĕн пулнă. Электричество çуккипе те тертленнĕ. Вăйсăрланнă çынсем хула урамĕнчех йăванса вилсе выртнă.
Ленинградецсем çапах парăнман. Выçлăхпа сивве тата бомбежкăна пăхмасăр хĕрарăмсемпе ачасем станоксем умĕнче тăнă. Ку хăрушă вăхăтра пĕр учреждени те ĕçлеме чарăнман.
872 кун тỹснĕ хула тăшманăн мăшкăлне. 3,5 млн çынран 2 млн тăрса юлнă. ... Ленинград блокадăран тухнă хыççăн Ленинград фрончĕн 350 пин салтакĕпе офицерне орден-медальпе чысланă, 1945-çулхи январĕн 20-мĕшĕнче паттăр хулана Ленин орденĕпе наградăланă, май уйăхĕнче вара герой хула ятне панă.
З.Свеклова.