Паттăр ячĕ манăçмĕ
ЯНВАРĔН 16-мĕшĕ округ çыннисемшĕн пысăк çухату кунĕ пулнипе палăрса тăрать. Çак кун пирĕн ентеш _ Шамккай ялĕнче çуралнă Раççей Геройĕ Олег Долгов _ Дагестанри Первомайски поселокне чечен бандичĕсен ушкăнĕнчен ирĕке кăларнă чухне паттăррăн çапăçса пуçне хунăранпа 30 çул çитрĕ.
Германири Совет çарĕсен ушкăнĕн округри ветеранĕсен обществăлла организацийĕн ертỹлĕхĕ пуçарнипе тата йĕркелесе янипе çак кун, Шăмăршăра Олег Долговăн паттăрлăхне чысласа лартнă палăк умĕнче хурлăхлă митинг иртрĕ. Астăвăм митингне округ общественноçĕпе пĕрлех Чăваш Республикинчи ГСВГ ветеранĕсен Совечĕн председателĕ Андрей Кудряшов подполковник, штаб начальникĕ Наталия Яловенко, Канаш, Етĕрне, Елчĕк округĕсенчи ГСВГ ветеранĕсен пĕрлешĕвĕсен делегацийĕсем, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннă ветерансем, О.Долговăн çывăх тăванĕсем, шкул ачисем йышлăн хутшăнчĕç.
Хурлăхлă митингра Кивĕ Чукал ял территори уйрăмĕн начальникĕ Александр Чамеев, округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Андрей Кокуркин, ГСВГ ветеранĕсен округри уйрăмĕн ертỹçи Александр Карзанов, паттăр ентешĕн Кăнтăр Кавказра ятарлă операцире хăй пурнăçне шеллемесĕр, юлташĕсене вилĕмрен çăлнă чухне кăтартнă хăюлăхĕ çинчен хумхан- малла каласа кăтартрĕç. Палăк патне пухăннисем паттăр бюсчĕ умне чечек кăшăлĕсемпе çыххисем хурса пĕр минут шăпăрт тăчĕç.
Çакăн хыççăн астăвăм мероприятине хутшăннисем Шăмăршă вăтам шкулне пухăнчĕç. Кунта вĕсем Çар мухтавĕн музейĕнче пулса унти экспонатсемпе кă- сăкланса паллашрĕç. Унтан акт залĕнче астăвăм кунĕ малалла тăсăлчĕ. Çамрăк ăрăва патриотизмла воспитани парас ĕçре пысăк активлăх кăтартакансене тата Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене сисĕмлĕ пулăшу паракан волонтерсемпе учительсен пысăк ушкăнне ЧР ГСВГ ветеранĕсен Совечĕн председателĕ А.Кудряшов "За содействие СВО" медаль, Хисеп хучĕ, Тав çырăвĕ парса чысларĕ, пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ.
Учительсемпе вĕренекенсем вара хăнасене патриотизмла юрăсем юрласа, тĕрлĕ ташă-çемĕпе килентерчĕç. Астăвăм мероприятийĕ шкулта каç енне тин вĕçленчĕ. Пуçару ушкăнĕ асăннă акцие йĕркелекенсене _ ГСВГ ветеранĕсен округри пĕрлешĕвĕн ертỹçине Александр Карзанова, Шăмăршă вăтам шкулĕн директорне Вера Хорьковăна тата мероприятие ертсе пыракансене чĕререн тухакан ăшă сăмахпа тав турĕ.
... Шамккайра кун çути курнă ентешĕмĕре хисеп туса Кивĕ Чукал ялĕн Культура çуртĕнче Асăну каçĕ иртрĕ. Мероприятие официаллă представительсем, ĕç ветеранĕсем, ял-йыш хутшăнчĕç. Халăх умĕнче Кивĕ Чукал ял территори уйрăмĕн начальникĕ Александр Чамеев, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, паллă тавра пĕлỹçĕ Анжелина Малеева тухса калаçрĕç. Вĕсем Олег Николаевичпа çыхăннă самантсене аса илчĕç, Героя асра тытни çамрăк ăрушăн пĕлтерĕшлине палăртрĕç. Асăну каçĕнче Олег Долговăн кун-çулне тата паттăрлăхне халалланă документлă видеофильм кăтартрĕç. Культура учрежденийĕ çумĕнчи илемлĕ пултарулăх коллективĕ вара Тăван çĕр-шыв тата ун хỹтĕлевçисем çинчен патриотизмла юрăсем шăрантарчĕ. Çакă веçех залри халăха паттăр ентешĕмĕр пурнăçĕн пархатарлăхне туйма май пачĕ.
... Паттăрăмăрăн ячĕ нихăçан та асăмăр- тан каймĕ.
П.Фомин, ГСВГ ветеранĕ, округри ĕçпе вăрçă ветеранĕсен Совечĕн председателĕ.