"Санпа тĕл пулни _ телей"

МАНĂН юратăва сăмахпа ăнлантарса пама та çук. Кунран кун çак туйăм вăйлансах пырать. Санăн сăнару _ яланах ман асăмра. Эпĕ сана питĕ-питĕ юратăп!

ДАША, 18 çулта.

ххх

САНА юратса пăрахни ман пурнăçа йăлтах улăштарчĕ. Эпĕ эрех-сăра ĕçме, сигарет туртма пăрахрăм, спорт енне туртăнтăм. Часах эпир санпа туй туса пĕрлешĕпĕр те, пире сывлăхлă та илемлĕ ача- мăрсем (икĕ ача е ытларах та!) телей парнелĕç...

АНДРЕЙ, 23 çулта.

ххх

ЭСĔ манпа юнашар чухне çут тĕнче те илемлĕреххĕн туйăнать. Пурăнас килсех тăрать. Çĕр çинче кама та пулин хăвăн чĕрỹне парнелени _ телей. Манăн чĕре хуçи _ эсĕ, чун савниçĕм!

ОЛЕСЯ, 19 çулта.

ххх

МАНĂН юрату туйăмĕ _ вĕçĕ-хĕррисĕр. Вăл кашни кунах çирĕпленсе пырать. Эсĕ _ асамлă кĕнеке пекех: кашнинчех çĕнĕрен çĕннине пĕлетĕп, çавна пулах ытларах та ытларах юратма пуçлатăп.

КАТЯ, 21 çулта.

ххх

ЭСĔ паян Тăван çĕр-шывăмăра тăшманран хỹтĕлетĕн. Отпуска килсе кайни маншăн чи телейлĕ самант пулчĕ. Часах Çĕнтерỹпе таврăнма шантарнине çирĕп ĕненетĕп. Пирĕн шăпа ĕмĕрлĕхех пĕрле пулĕ, хаклă çыннăм. Ир те каç та сана тỹсеймесĕр кĕтетĕп. Çапăçу хирĕнче хăвна упра, çĕр çинче сана чĕререн юратакан хĕр пуррине яланах асунта тыт!

АЛЕКСАНДРА, 19 çулта.

ххх

ЭПĔ санăн куçунтан пăхатăп та вăтансах каятăп, калаçма сăмах та тупаймастăп. Пуçăмри шухăшăм пăтранса каять, эпĕ сана ыталаса чуп тума та хăяймастăп. Ман пек вăтанчăк та хăюсăр каччă валли мар ĕнтĕ эсĕ, сана юратма та тивĕçĕм çук пулĕ. Анчах чĕрене сана юратма чараймастăп...

СЕРГЕЙ, 20 çулта.

ххх

КАШНИ 5 минутрах телефон çине пăхса санăн шăнкăравна кĕтетĕп. Мана сансăр пурăнма питĕ йывăр. Ăçта кайсан та, куç умне санăн сăну тухса тăнăн туйăнать. Эсĕ кулни те, тепĕр чух кỹренни те çав тери килĕшỹллĕ. Шăнкăравла ман патăма хăвăртрах, ан кĕттер, чĕрене ан çунтар, савниçĕм...

ГУЗЕЛИЯ, 19 çулта.

Ххх

 ЭПĔ мăшăра тĕрĕс суйласа илнине иксĕмĕр те чирлесе ỹксен тепĕр хут çирĕп ĕненме пуçларăм. Ỹт-пĕвĕнче пысăк температура пулин те, урамра шартлама сивĕ çанталăк тăрсан та _ аптекăна эмел илме кайрĕ. Унтан таврăнсан чăх какайĕ ярса яшка пĕçерчĕ, ỹкĕтле-ỹкĕтле, кашăкпа мана çитерчĕ, кайран хулăн утиялпа витсе çывăрттарчĕ. Эпĕ мăшăрăм мана юратнине ăнланса илтĕм. Эпĕ те сана юрататăп, пĕртен-пĕрскерĕм!

МАРИНА,

 34 çулта.



23 января 2026
14:37
Поделиться