Шупашкар профессорĕ Шăмăршă çыннине видеопа сиплет
ХАЛЬХИ пурнăçра телемедицинăн пĕлтерĕшĕ ỹссех пырать. Район больницин тухтăрĕсем, пĕр-пĕр чир пирки тĕплĕнрех пĕлес тесе, видеопа Шупашкарпа çыхăнаççĕ. Çапла вара, тĕп хулана кайса çỹремесĕрех, чирлĕ çын квалификациллĕ пулăшу илме пултарать.
2025-çулта Шăмăршă больницин тухтăрĕсем пурĕ 497 телемедицина консультацийĕ илнĕ, çав шутра, куçа-куçăн тенĕ пек, республикăри паллă 114 специалистпа калаçнă.
_ Телеконсультаци вăхăтĕнче эпир республика клиникисенче ĕçлекен коллегăсенчен çав тери хаклă канаш илетпĕр, _ каласа парать район больницин тĕп тухтăрĕн çумĕ Нина Ильина. _ Телемедицина пирĕншĕн _ чирлĕ çынсене васкавлă пулăшу памалли çĕнĕ философи. Чире тĕрĕс палăртнипе пĕрлех, республикăри паллă тухтăрсем сывату мĕнле иртнине те тимлĕхре тытаççĕ, вĕсем пире кирлĕ пулăшу пама яланах хатĕр. Ялта пурăнакан çынсемшĕн телемедицинăн пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк: пирĕн кашни тăваттăмĕш пациент Шупашкар тухтăрĕсен сĕнĕвĕпе усă курни вăхăта та, çул укçин тăкакне те перекетлеме пулăшать.
Чир диагнозне тĕп-тĕрĕс палăртни, кирлĕ эмел тата сыватмалли меслете суйласа илме май пурри çын ĕмĕрне вăрăмлатмалли тĕп майсенчен пĕри пулса тăрать. Çавна шута илсе, Шăмăршă район больницин администрацийĕ цифра технологине аталантарсах пыма тăрăшать.
Акă мĕн шутлаççĕ телемедицина пирки округра пурăнакансем.
Марина:
_ Унччен эпĕ хамăн чирпе çулталăкра темиçе хутчен те Шупашкара кайса çỹреттĕм. Халĕ _ пачах урăхла: мана сиплекен тухтăр видеопа тĕп хулари коллегипе çыхăнать те малалла мĕн тумалли çинчен консультаци илет. Шупашкар тухтăрĕ манпа та калаçать, сывлăхшăн тăрăшмалли пирки кирлĕ канаш парать.
Рустем:
_ Телемедицина _ Шупашкартан аякра пурăнакан ял çыннисемшĕн чăннипех те тăрăшни. Эпир халĕ инçе çул çỹресе пиншер тенкĕ укçа пĕтермесĕрех _ Шăмăршăрах квалификациллĕ пулăшу илме пултаратпăр. Республика тухтăрĕсем те хăйсен ĕç вырăнĕнчех пире пысăк пулăшу параççĕ, чир-чĕртен сиплеме пулăшаççĕ. Медицинăри çĕнĕлĕхшĕн, халăхшăн тăрăшнăшăн республика ертỹçисене чĕререн тав тăватпăр.
Ив.САЛАНДАЕВ.