"Тыл пулăшнипе эпир вăйлă!"
Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпах Шăмăршă муниципалитет округĕн хастарĕсем фронта, госпитальсене гуманитари япалисемпе тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Округ центрĕнчи _ "Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ", "Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!", "Çĕнтерỹ _ пирĕн енче пулать!" тата ялсенчи пуçару ушкăнĕсем, уйрăм çынсем салтаксем валли кирлĕ япаласем хатĕрлесе ăсатассине пирвайхи тивĕçĕ вырăнне хураççĕ.
ТĔЛЛЕВĔМĔР _ ÇĔНТЕРĔВЕ ÇЫВХАРТАССИ!
Тыл _ фронтшăн тĕрек пулмаллине ăнланса, Палтиелĕнче пурăнакансем хăйсен тỹпине хывма тăрăшаççĕ. Кунти "Ырă чĕресем" пуçару ушкăнĕ каçсерен ялăн тĕп Культура çуртĕнче маскировка сечĕ çыхать. Ушкăн 17 хастара пĕрлештерет. Ытларахăшĕ _ тивĕçлĕ канури хĕрарăмсем. Чи асли _ 81 çулти Роза Минеева, педагогика ĕçĕн ветеранĕ; чи кĕçĕнни _ Алена Лукиянова. Аленăпа пĕрле хунямăшĕ Алевтина Николаевна тата пуçламăш класра вĕренекен Ариана хĕрĕ те пархатарлă ĕçе хутшăнаççĕ.
Декабрь-январь уйăхĕсенче "Ырă чĕресем" 12 хỹтлĕх карри çыхса янтăларĕç, вĕсене Шăмăршăри "Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ" пуçару ушкăнне пачĕç. Пĕр пайĕ салтакăмăрсем патне çитнĕ те ĕнтĕ.
Сече тата материала туянмашкăн ял-йыш укçа пухать. Клубра ĕçлеме услови аван: кунта ăшă та хăтлă, Алексей Кузьминпа Александр Долгов ăсталанă станокпа усă курма питĕ меллĕ. Ĕç те кал-кал пырать.
Фронта ăсатмашкăн пуçару ушкăнĕн членĕсем чи малтан кирлĕ япаласем те пухаççĕ. Халĕрех кăна Галина Соболева, сăмахран, 10 мăшăр чăлхапа 2 мăшăр алсиш çыхса хатĕрлерĕ тата медикамент пачĕ, Марина Савельева ĕç перчеткисем кỹчĕ, Алена Лукияновăпа Олеся Яковлева 8 мунчала çыхса ĕлкĕртрĕç. Гуманитари пулăшăвĕ пухас ĕç пĕртте чарăнмасть.
_ Пулăшăвăмăр хỹтĕлевçĕмĕрсемшĕн вырăнлă пуласса шанатпăр, Çĕнтерĕве çывхартассишĕн эпир те хамăртан килнине тăвăпăр, _ теççĕ ỹркенмен ăстасем.
Т.Долгова, "Ырă чĕресем" пуçару ушкăнĕн ертỹçи.
ТАЛĂК ĔПЕХ ĔÇЛЕТПĔР
2025-çулта Шăмăршăри "Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!" пуçару ушкăнĕ пĕрлехи вăйпа фронтпа госпитальсем валли çакăн чухлĕ япала хатĕрлерĕ: маскировка сечĕ _ 252 штук, хỹтлĕх плащĕ _ 270 шт, хỹтлĕх утиялĕ _ 102 шт, накидка _ 13 шт, гетры _ 152 мăшăр, аялти йĕм _ 493 шт, повязка _ 840 шт, минтер _ 175 шт, минтер пичĕ _ 70 шт, "пурнăç сулли" _ 100 шт, ал шăлли _ 55 шт, простынь _ 52 шт, мунчала _ 36 шт, нашлемник _ 32 шт, нашлемник чехолĕ _ 26 шт..
Кăçалхи январьте кăна Запорожье тăрăхне тепловизортан хỹтĕленмелли 30 комплект (кашнинче _ хỹтлĕх плащĕ, гетры, 2-шер мăшăр ăшă нуски, "пурнăç сулли", нашлемник, ал шăлли, пылак çимĕç), 15 маскировка сечĕ, телевизор, 2 хỹтлĕх утиялĕ, 3 автомобиль виткĕçĕ (накидка), 33 мунчала (супăньпе пĕрле), 58 мăшăр ăшă нуски, 30 нашлемник, 34 пачка нỹрĕ ал шăлли, аялти йĕмсем, 12 л пыл (Энтĕрьел çыннисен), 50 мăшăр милĕк (Çĕнĕ Чукалтан), сало, консерваци (Çĕнĕ Чукалпа Кивĕ Чукалтан), дизель çăвĕ, антифриз, хунар, перчеткесем (Валерий Севрюгинран, Александр Леонтьевран, Александр Воробьевран), 100 метрлă çирĕп парник пленкин рулонĕ парса яма май килчĕ. Кивĕ Чукал çамрăкне 3 хỹтлĕх сечĕ, 6 хỹтлĕх комплекчĕ, 4 хỹтлĕх утиялĕ, 18 мăшăр ăшă нуски пама пултартăмăр.
Пирĕн ушкăн волонтерĕ Гелия Хамдеева çак кунсенче хăй машинипе Самарăри госпитале черетлĕ çул çỹрев турĕ: футболкăсемпе ăшă нускисене, гигиена хатĕрĕсене, пылак çимĕçе аманнă салтаксем патне çитерчĕ. Çавăн пекех Гелия Керимулловна кĕске отпускри тата контрактпа фронта каякан 2 ентеше (Палтиел ял территори уйрăмĕ) питех те кирлĕ япаласемпе савăнтарчĕ. Вĕсем: хỹтлĕх комплекчĕсем,хỹтлĕх карри, футболкăсем, ăшă çи-пуç, ăшă нускисем, казы.
Кăнтăрла Культура керменĕнче тăрăшнă хыççăн эпир ĕçе килте малалла тăсатпăр: пончо плащпа утиял, гетры, вырăн таврашĕ, аялти йĕм (халĕ ăна икĕ енчен те липучка çирĕплетсе, вĕçне пиччен енне хуçлатса-тавăрса çĕлеме пуçларăмăр _ госпитальте сипленекенсемшĕн меллĕ çакă) çĕлетпĕр, "пурнăç сулли" тата нашлемник çыхатпăр. Заказ нумай _ вăхăтра ĕлкĕртмелле! Хỹтĕлевçĕмĕрсем гуманитарие хапăллаççĕ, кирлине ыйтсах тăраççĕ, паллах, чĕререн тав тăваççĕ.
Чун ăшшипе фронта пулăшакан волонтерсене ятран асăнас килет. Вĕсем: Валентина Еремеева, Елизавета Яковлева, Валентина Любимова, Нина Тихонова, Галина Лукьянова, Антонина Кудря- шова, Людмила Вячеславовнăпа Людмила Михайловна Кузьминăсем, Тамара Егорова, Лидия Матвеева, Любовь Давыдова, Зинаида Мутова, Татьяна Романова, Галина Такташкина, Антонина Вашуркина, Ираида Глухова, Анастасия Младшева, Елена Севрюгина, Ольга Миронова, Галина Михайлова, Оксана Одинокова, Антонина Полякова, Галина Кузнецова, Галина Егорова, Гелия Хамдеева, Клавдия Хазиева. Халĕрех Валентина Еремеевăна _ "СВОна пулăшнăшăн" медальпе, Елизавета Яковлевăна "Фронта пулăшнăшăн" медальпе, Антонина Вашуркинăпа "Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!" пуçару ушкăнне Тав çырăвĕпе чыс турĕç. Ку хисепе, чăн та, тивĕçлĕ вĕсем! Пулăшăвăмăр фронта юрăхлишĕн мăнаçланатпăр.
Г.Веденеева, Шăмăршăри "Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!" пуçару ушкăнĕн ертỹçи.
ПĔЧĔК ЙЫШĂН ТА _ ĔÇĔ КУРĂМЛĂ!
Шăмăршăри "Çĕнтерỹ _ пирĕн енче пулать!" пуçару ушкăнĕ "çуралнăранпа" кăçалхи январĕн 27-мĕшĕнче çулталăк çитет. Ушкăн Пĕтĕм Раççейри "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин вырăнти уйрăмĕн членĕсене пĕрлештерет. Вĕсем _ тивĕçлĕ канури Галина Портнова, Юлия Ермолаева, Надежда Маркова, Елена Кузьмина, ĕçлекен пенсионерсем _ Зинаида Леонтьева, Ирина Моисеева, Людмила Захарова (смена хыççăнах сетка çыхма васкаççĕ). Кил-çурта тирпейпе хăтлăхра тытма та, выльăх-чĕрлĕх пăхма та ĕлкĕреççĕ, çав хушăрах волонтер ĕçне хутшăнма та ерçỹ тупаççĕ.
Çичĕ маттур хĕрарăм Шăмăршăри Раççей ял хуçалăх банкĕн çуртне кунсерен ĕçе çỹренĕ пек васкаççĕ. Иккĕмĕш хутра ĕç вĕрет: чун-чĕре ăшшипе, пăрчăканла вăр-варлăхпа, юрă хыççăн юрă шăрантарса волонтерсем маскировка сечĕ çыхаççĕ.
_ "Çуралнă кунăмăра" чыслăн кĕтсе илетпĕр, _ пĕлтерет ушкăн.
Чăн, мăнаçланма сăлтавĕ те пур: хĕрарăмсем çак таранччен 190 ытла хỹтлĕх карри çыхрĕç. Вĕсене фронтри салтакăмăрсем патне çитерни _ пысăкран та пысăк савăнăç. Маскировка сечĕпе пĕрле хĕрарăмсем кĕлĕ (молитва) хăйăвĕ, ăшă нуски, гигиена хатĕрĕ, пылак çимĕç хурса ярасси йăлана кĕчĕ. Ан тив, хỹтĕлевçĕсене пĕчĕк япала та пирĕн тимлĕхе туйма пулăштăр. Ылтăн алăллă хĕрарăмсен пархатарлăхĕ _ ыттисемшĕн ырă тĕслĕх.
И.Пыркина, Шăмăршăри "Çĕнтерỹ _ пирĕн енче пулать!" пуçару ушкăнĕн ертỹçи.
ПĔРЛĔХРЕ _ ĂНĂÇĂВĂМĂР!
Шăмăршăри "Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ" пуçару ушкăнĕ хăйĕн хăватне куллен кăтартать. Вăл фронтра тĕрĕслĕхпе тăнăçлăхшăн кĕрешекен хỹтĕлевçĕмĕрсене тата госпитальсенче сипленекен салтакăмăрсене пулăшассинче вышкайсăр пысăк тỹпепе палăрать.
Округ центрĕн Культура керменĕнче каçсерен патриотизм туйăмĕллĕ пенсионерсем, сменăран пушаннă тĕрлĕ сфера ĕçченĕсем пухăнаççĕ. Ĕçĕ нумай: маскировка сечĕ, нашлемник çыхмалла, хỹтлĕх утиялĕпе плащ тата гетры, вырăн таврашĕ, аялти йĕм ĕлкисене касмалла-çĕлемелле, кирлĕ çĕре ăсатмашкăн гуманитари япалисене ушкăнласа-тирпейлесе коробкăсене хумалла...
Шăмăршăри Христос çурални ячĕллĕ чиркĕвĕн трапеза çуртĕнче вара кулинари ăстисем "типĕ" яшка валли каснă салма, çавăн пекех чак-чак янтăлаççĕ. Паллах, çĕлемелли тата пĕçермелли ĕç-пуçа хĕрарăмсем килте малалла тăсаççĕ. "Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ" ялсенчи волонтерсен ушкăнĕсемпе тачă çыхăнура: сетьпе материал тупса парать, вĕсем çыхнă хỹтлĕх каррисене, гуманитари япалисене кайса илет (ялсенчен хăйсем те япаласене Шăмăрша çитереççĕ). Татти-сыпписĕр килсе тăракан заказсене пурнăçлассишĕн ырми-канми тимлеççĕ волонтерсем. Фронтăн тĕрлĕ енне гуманитари пулăшăвне ăсататпăр, отпуска килнисене те пушă алăпа ямастпăр; аманнă салтакăмăрсене те тимлĕхре тытатпăр. Вĕсен асапне çăмăллатма чи кирлĕ япаласене çитеретпĕр.
Çак кунсенче кăна акă Курск тăрăхне каснă салмапа чак-чак, пылак çимĕç, 9 хỹтлĕх карри ăсатрăмăр. "Русская община" сообществăран халĕ çеç 14 маскировка сечĕ парса ятăмăр, çывăх вăхăтра ун урлă фронта тата ăшă нускисем, каснă салмапа чак-чак çитермелле.
Ĕç-пуçа ушкăнпа пурнăçлани заказсене хăвăрт тата пахалăхпа тума май парать. Мĕн пур волонтера пархатарлăхшăн чунтан тав тăватăп.
Н.Константинова, Шăмăршăри "Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ" пуçару ушкăнĕн ертỹçи.