Тискер кайăксемпе вĕçен кайăксене шута илеççĕ
ЯНВАРĔН 15-мĕшĕнчен Чăваш Республикинче вăрманти тискер кайăксемпе вĕçен кайăксене шута илме пуçланă. Икĕ уйăх тăрăшшĕнче _ мартăн 15-мĕшĕччен _ Çут çанталăк министерствин инспекторĕсем малтанах палăртнă маршрутпа çỹресе, сасă вăйлатакан хатĕрпе шуйхаштарса вăрман чĕр чунĕсен йĕрĕсене тата вĕсем апатланакан вырăнсене тишкерсе тухĕç. Шăмăршă вăрманĕнче вĕсем пăшисен, хир качакисен, хир сыснисен, мулкачсен, ăсансемпе пăчăрсен тата ыттисен йышне шута илеççĕ.
Вăрманти çырав республикăн экологи мониторингĕн пĕрлехи тытăмне тума пулăшĕ, тискер кайăксемпе вĕçен кайăксен йышĕ ỹснине е чакнине кăтартса парĕ.