Уес хулинчен _ "ылтăнпа" та "кĕмĕлпе"
ТУТАРСТАНРИ Пăва пирĕншĕн ют мар: тахçан вăл Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи уес хули шутланнă, пирĕн Шăмăршă, Шамккай тата Турхан вулăсĕсем çак уеса кĕнĕ.
Чăваш Республикинче 2026-çул Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ пулнă май, шăмăршăсем Тутарстанпа тытакан çыхăнăва çирĕплетме тĕллев лартнă. Çавна май иртнĕ кунсенче Шăмăршăри "Туслăх" спорт шкулĕн йĕлтĕрçисем Пăвари "Çамрăклăх" спорт шкулĕ йĕркеленĕ уçă ăмăртăва хутшăнчĕç. Çивĕч кĕрешỹре Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнче вĕренекен Арсений Михайлов 2012-2013-çулсенче çуралнă арçын ачасем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Çак шкулти Степан Степанов (2015-çулта çуралнисемпе кĕçĕнреххисем) тата Карина Полякова (2012-2013-çулсенче çуралнисем) "кĕмĕл" медаль çĕнсе илчĕç.
"Бронза" медаль хуçи _ Шăмăршă вăтам шкулĕнче вĕренекен Дмитрий Байкалов.