Уйăхлăх пуçланать

ЯНВАРĔН 22-мĕшĕнче республикăра _ çав шутра пирĕн Шăмăршă муниципалитет округĕнче те _ оборонăпа массăллă мероприятисен тата спорт ĕçĕн уйăхлăхĕ пуçланчĕ. Вăл февралĕн 23-мĕшĕччен тăсăлать.

Уйăхлăх вăхăтĕнче округра çамрăк ăрăва çарпа патриотизм майлă воспитани парас тĕлĕшпе тĕрлĕ ĕç тума, спорт ăмăртăвĕсем ирттерме палăртнă. Çавăн пекех СВО ветеранĕсемпе тата ятарлă çар операцийĕнчен отпуска килнисемпе тĕл пулу йĕркелĕç, Афганистанра çапăçнисемпе Чечняра паттăрлăх кăтартнисене те шкула хăнана чĕнĕç.



23 января 2026
16:54
Поделиться