Умра ялкăшать кил çути
(Пуçламăшĕ 2025-çулхи 37, 40, 41, 45, 48, 49-мĕш номерсенче)
Виктора ременьсемпе Гриша çурăмĕ çине çыхса хучĕç. Урама тухсан хăлаç хыççăн тата тепĕр хăлаç малалла шурĕç ачалăхри виçĕ тус. Вĕсене хура тỹпе çеç сăнаса тăчĕ. Шеллерĕ пулĕ вăл. Аякра-аякра, çутă та таса килĕсенче вара чи çывăх çыннисем кĕтрĕç. Вĕсен чĕрисем, каçсерен шывланакан куçĕсем хăвăртрах таврăнма йыхăрчĕç, ĕненỹпе вăй пачĕç. Çавă çынсемпе каллех пĕрле пуласшăн, çавă куçсене пăхасшăн, чĕри тапписене туясшăн вилĕме çĕнтерсе малалла ăнтăлчĕç Викторпа Максим. Гриша та хăйĕн пурнăçне кашни самантрах çухатма пултарасса пĕлсех вĕсемпе пулчĕ.
_ Эпĕ кулоншăн килĕшрĕм тесе ан шухăшлăр, _ терĕ вăл каннă вăхăтра. _ Сире путвалта хăварнă пулсан, пĕр каç та, пĕр кун та лăпкă пулмăттăм. Вăрçă хыççăн, сывă пулсан, тĕл пулăпăр-ха.
Вăрман кĕтесĕ курăнма пуçларĕ. Ирхи çутă киличчен çавăнта çитсе ỹкмелле. Анчах виççĕшĕн те вăйĕ пĕтсе çитнĕ. Кашни хăлаçа шутласа шурĕç вĕсем.
_ Вун иккĕ... Вун виççĕ... Вун тăваттă... Вун пиллĕк... Вçо! Канатпăр, _ пĕлтерчĕ Гриша.
Çапла каларĕ кăна _ вĕсен çийĕн дрон вĕçни илтĕнчĕ. Тăшман асăрхарĕ апла... Максим автоматне çỹлелле çĕклерĕ те пеме пуçларĕ. Гриша, Виктора хỹтĕлес тесе, кăкăрпа тỹпенелле çаврăнса выртрĕ. Унăн айĕнче аманнă çын аран сывларĕ.
Дрон, виçĕ вăйсăр çынтан кулнă пек, пĕрре пĕр еннелле, тепре тепĕр çĕрелле вĕçрĕ. Пульăсем ниепле те лекеймерĕç ăна. Тепре килсен салтаксем çийĕн çакăнса тăчĕ те снарядне пăрахрĕ. Максим снаряда лектересшĕн пĕр вĕçĕмсĕр шатăртаттарчĕ, Гриша пуçне аллисемпе хупларĕ.
Шатăр-р-р! çурăлчĕ снаряд çĕр çинче. "Ах!" _ илтĕнчĕ сасă.
_ Хăшĕ амантăр? _ сиксе çитрĕ Максим. _ Кăкăрунтан лектернĕ сана, Гриша... Икĕ çĕртен... _ Вăл хăвăртрах сурансене çыхрĕ, укол турĕ. _ Шĕкĕр Турра, осколокĕсем пысăках мар курăнать, чăтсам тепĕр хушă... Çитер пире вăрмана...
_ Тек шăваймастăп, утма тивет, _ пĕлтерчĕ лешĕ.
_ Атя, утатпăр... _ тытрĕ унăн хулĕнчен Максим. _ Эпĕ пулăшатăп... Ỹкместпĕр, çитетпĕр...
Виçĕ çамрăк арçын уй варрипе ỹсĕр çынсем пек сулланса утăм хыççăн утăм турĕç. Урисем вĕсене итлесшĕн пулмарĕç. "Киле, киле, киле..." _ тапрĕ иккĕшĕн тăнлавĕнче шухăш. "Çăласчĕ, сăмах панине пурнăçласчĕ", _ пулчĕ теприн ĕмĕтленни. Кĕç-вĕç тепĕр дрон вĕçсе çитессе кĕтрĕç хăйсем. Утсан-утсан, сурансен ыратăвне хăнăхса çитсен, вĕсем вилĕм пирки манчĕç, халран вуçех сулăннăскерсем, малалла каймаллине чунпа кăна туякан пулчĕç.
_ Атьăр выртар... _ сĕнчĕ Максим.
_ Çук, _ хуравларĕ Гриша. _ Выртсан, тек çĕкленейместпĕр... Канса тăрсан та çитет...
Вăрман хĕрне çитнĕпе пĕрехчĕ _ тỹпере тимĕр "кайăксем" курăнса кайрĕç. Питĕ нумаййăн пулчĕç вĕсем. Çирĕме яхăнах шутласа кăларчĕç. Виççĕшĕ те чăнласах вилĕм çывхарнине ĕненчĕç.
Максим Гришăна кулонне кăларса тыттарчĕ, юлашки самантра арăмĕн сăнĕпе пĕрле пултăр терĕ пуль. Гриша тав туса пуçне сĕлтрĕ те йĕрсе ячĕ. Пĕрре Максимпа Виктор çине пăхрĕ, тепре мăшăрне тĕсерĕ. Максим каллех чĕркуççи çине тăчĕ те автоматне çỹлелле çĕклерĕ. Гриша çĕре тăсăлса выртрĕ, хăйĕн кĕлеткипе Виктора хупларĕ. Дронсем шăнасем пек сăрласа çитсен те, автомат темшĕн сассине памарĕ. Пур пĕрех çăлăнăç пулмасса пĕлсе-ши, салтак пеме шутламарĕ. Виççĕшĕ те тỹпене шăппăн сăнарĕç.
Мĕнле шавласа килчĕç, çавăн пекех хăвăрт çухалчĕç дронсем, аяккалла, пирĕн чаçсем еннелле васкарĕç вĕсем.
(Малалли пулать)