Вĕçтерсессĕн çил-тăман...

Вĕçтерсессĕн çил-тăман...

ХАÇАТĂН иртнĕ номерĕнче округ администрацийĕн пуçлăхĕнчен Сергей Галкинран илнĕ интервьюра çул тăвас енĕпе 2025-çулта мĕнле ĕçленипе тата кăçалхи тĕллевпе паллаштарнăччĕ. Çул тунипе çеç çырлахмалла мар _ ăна пăхса-юсаса тăмалла, хĕллехи вăхăтра çийĕнчех юртан тасатмалла. Акă мĕн пĕлтерчĕ кун пирки округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ строительство тата ЖКХ пайĕн ертỹçи Андрей Кокуркин:

_ Эпир Чăваш Республикин Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствипе 2026-çулта пурте усă куракан автомобиль çулĕсене тытса тăрас тĕлĕшпе килĕшỹ туса çирĕплетрĕмĕр, субсиди уйăрса пама ыйтрăмăр. Субсиди хисепĕ _ 25704106 тенкĕ, çавăн 24418900 тенки _ республика бюджечĕн укçи.

Килĕшỹре 3 тĕп ĕç тума палăртнă: пĕрремĕшĕ _ хĕл кунĕсенче çула юртан тата пăртан тасатса тăрасси, çулла çул аяккине çуласси, шăтăк-путăклă çула сапласси (ямочный ремонт), иккĕмĕшĕ _ çул аяккинче тĕлли-паллисĕр ỹсекен йывăçсемпе тĕмсене касса тасатасси, гербицид сапса хăртасси, виççĕмĕшĕ _ çул-йĕр паллисене (разметки) çĕнетсе тăрасси.

_ Андрей Анатольевич, паян пире пуринчен ытла килĕшỹри пĕрремĕш пункт мĕнле пурнăçланасси хумхантарать. Мĕншĕн тесен синоптиксем юр нумай çăвасси, çил-тăман вĕçтересси пирки асăрхаттараççĕ. Çула юртан тасатса тăма пирĕн вăй çителĕклĕ-и?

_ Автомобиль çулĕсене юртан тасатса тăма подряд организацийĕсемпе килĕшỹ тата муниципалитет контрактне туса çирĕплетрĕмĕр. Çак контрактра _ çула юртан тасатса тăнипе пĕрлех _ çул аяккинче юр тытакан вал тума тата çул çинчи пăра ирĕлтерекен хутăш сапма та палăртнă.

Хальхи вăхăтра Шăмăршă округĕн территорийĕнче çул çинчи юра тасатнă çĕрте 19 единица техника хутшăнать. Çав шутра: "КамАЗ" автомашина çине вырнаçтарнă 2 КДМ, 2 автогрейдер, 2 бульдозер, 2 Т-150 трактор, 2 экскаватор-погрузчик, 2 йывăр погрузчик, 7 МТЗ "Беларус" трактор.

_ Андрей Анатольевич, "Анат Чаткас_Максим Горький", "Анат Чаткас_Хĕрлĕ Васан", "Шăмăршă_Анат Чаткас", "Асанкасси_ Улмаллă", "Пăчăрлă Пашьел_Вырăс Чукал" çулсене уйрăмах юр нумай хỹсе лартни пăшăрхантарать. Ĕлĕкрех _ Шăмăршăра ДРСУ ĕçленĕ чухне _ хирте юр тытакан валсем тăватчĕç, çакă вĕçтерекен тăман çула шăлса лартасран чарса тăратчĕ.

_ Çакăн пек валсене халĕ те тăватпăр. "Юр сухи" кашни йывăр участокрах пырать.

Хĕллехи вăхăтра çул-йĕре мĕнле тасатса тăнине округ администрацийĕ, Патăрьелĕнчи ГАИ тата Чăваш Республикинчи автомобиль çулĕсен управленийĕ çирĕп контрольлесе тăраççĕ.

Ив.САЛАНДАЕВ.

 



23 января 2026
16:49
Поделиться