Аттеçĕм

(Юратнă аттеме _ Анатолий Николаевич Антонова _ асăнса)

"Атте" сăмах вăл мĕн тени-ши?

Тỹрех калаймăн эс паллах.

Тен, вăл патша кашни кил- йышшăн,

Хăех хресчен те пуль. Чăнах!

Ун мăшăрĕ, анне, _ çĕр пичĕ,

Хирти тыр-пул _ яш ачисем!

Атте _ мĕн пур тĕнче хуçи-тĕр...

Асра халь унăн куçĕсем.

Вĕри юн евĕр, маттурскер,

Пулни ялан вăл асăмрах.

Чи çывăх çын! Ыр чунлăскер!

Эс _ маншăн тĕслĕх яланах!

Ялта чул çурт лартма пултарнă,

 Ỹстернĕ пан улмуççисем.

Пĕр ывăл, икĕ хĕр çуратнă, _

Юратнă ашшĕне вĕсем.

Ун икĕ аллинчен хăранă

Мĕн пур ĕç-пуç, ана-хирсем.

Лаша е тимĕр "ут" ырланă

Вăлах тилхепине илсен.

Каç пуличчен пахча çумланă

Е пăхнă выльăх-чĕрлĕхсем.

Суха пуçпа çырма тапратнă

Ирех улма йăранĕсем.

Ырми-канми ĕçчен пулнисĕр

Чунтан вăл пĕлнĕ савăнма.

Хитре юрланă купăс витĕр,

Ташланă чăвашла ăста.

Çук! Ĕненес килмест сан ырă

Чĕрỹ тапма чарăннине.

Çапла, тен, çырнă çỹлти Турă _

Аттен халь чунĕ тỹпере...

ххх

Аттем! Çук, Антунсем пĕтмен-ха!

Çук, хупăнмасть эс лартнă çурт.

Енчен пулсан та эс çỹлте халь,

Кунта сан ик тымар, тĕп пур.

Чи çирĕппи _ паллах, сан ывăл,

Çитменнине, Якур мăнук.

Çавна курсах-ши питĕ тăвăл,

Сан хĕпĕртет чуну, май çук _

Тахçан пулманнине ав курăр,

Шăтăртатать кăрлач, ах, Тур!

Хĕвелĕ те хĕртет _ апла-тăр,

Аттен, чăн, халĕ канăç пур.

Кил-çурт сăпачĕ çĕнетесшĕн

Пĕрле тар тăкрăмăр самай.

Пулас мунчан тухас ăшшишĕн

Эс пĕлтĕр тăрăшрăн нумай.

Унтан ытла тăвас тесех-çке

Ман йăлт пур шухăшчĕ санпах.

Мĕнех, халь пулăшĕç туссем çеç,

Эс... тăрăн çуммăн, сăнасах...

ххх

Ура пусса ярса эп кĕтĕм

Чун савакан атте çуртне.

Хăйне курайманран шăп йĕтĕм,

Тытса ун сăн ỹкерчĕкне.

Ун мĕлкине курас тесе-ши,

Каллех эп тухрăм картишне.

Сас панăн туйăнчĕ те, темшĕн

Вĕçтертĕм эп лупас енне.

Унта курманнипе хăпартăм

Эп çỹллĕ аслăк тăррине.

Выльăх мĕкĕрнипе чуптартăм

Лутра (вăл тунă!) витене.

Анчах... Унта та тупаймарăм.

Ăçта ăна шырамалла?!

Пахча пуçне анса сăнарăм...

Тен, çырмара пăхас, кала!

Йĕри-тавра выртать халь, курăр,

Таса та ашăм нумай юр.

Курмап ăна... Тен, эпĕ суккăр...

Ун _ йĕрĕ çук, куянăн _ пур.

Аптранипе итле пуçларăм

Эп тимлĕн çут çанталăка.

Сас тухнипе пуçа тăратрăм,

Эп асăрхарăм кайăка.

Турат çинче ларать вăл сумлă,

Мăйне тăсса хитре юрлать.

Ăна итленĕ май хăюллăн

Чĕреçĕм ман сиксе тапать.

Чим, тăр-ха, тĕклĕ тус!

Мĕн-ма эс Сив витĕр тухнă урама?!

Атте... Эс мар пуль те ку халĕ

Çапла саван ик куçăмра!

Александр Антонов (Антун Сантăрĕ), Васан ялĕ.



30 января 2026
13:56
Поделиться