Фермерсем _ хаваслă халăх
2025-ÇУЛ Шăмăршă муниципалитет округĕнче пысăк тухăçпа паллă пулса юлĕ. Темиçе çул каялла çеç-ха кашни гектартан 30-шар центнер тырă пуçтарса кĕртнине: "Рекордлă тухăç", _ теттĕмĕр, пухусенче кăкăра çапса мухтанаттăмăр. Иртнĕ çул вара 40 центнера та пысăк теме пăрахрăмăр. Пĕр фермер калашле: "Пирĕншĕн 30 _ ним те мар, пире 40 центнер пар!"
Çулпа çул пĕр килмест, çапах та чунтан тăрăшса ĕçлекенĕн кĕлечĕ нихăçан та пушă мар. Фермерсем _ йывăрлăхсем умĕнче çухалса кайман, хаваслă та шỹте ăнланакан çынсем. Çакна вĕсемпе пĕрле хир-хир тăрăх "çапкаланса" (паллах, ĕç тăвас тĕллевпе!) çỹренипе те лайăх пĕлетĕп. Журналист блокнотĕнчи йĕркесем те _ çĕр хуçисен кулленхи пурнăçĕпе çыхăннă.
"ÇЫНРАН ЮЛИЧЧЕН _ МУРТАН ЮЛ "
ХАÇАТРА Пуянкассинчи "Колос" Агрофирма" ООО çур акине округра чăн малтан тухни çинчен вуласан, Шăмăршăри Александр Егоров фермер шухăша кайрĕ.
_ Çынсем акаççĕ вĕт, мĕншĕн пирĕн те хире тухмалла мар? _ хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ вăл техника паркĕнче пуçтарăннă механизаторсемпе калаçнă чух.
Николай Тихонов, Руслан Кудряшов, Ирфан Усьманов, Александр Павлов трактористсем _ хуçана пăхса ĕçе ир пыма хăнăхнăскерсем _ ун сăмахĕпе килĕшрĕç.
_ "Çынран юличчен _ муртан юл", _ тетчĕ ман атте, _ йăл кулса илчĕ Ирфан Усьманов. Унăн ашшĕ _ Шăмăршă тăрăхĕнчи паллă бригадир, Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Асхат Усьманович _ "мур" сăмах мĕне пĕлтернине пĕлнех ĕнтĕ. Тутар пулин те, чăвашла "сутса яратчĕ" вăл, ывăлĕ те чĕлхе енчен те, ĕçченлĕхĕпе те хăйнех хунă. "Муртан юл", _ тенине Асхат абый: "Шуйттанран юл" пек ăнла- натчĕ.
Хĕвеллĕ-çиллĕ çанталăкра çĕр хăвăрт типет, хире пĕр кун кая юлса тухни те пулас тухăç çинче палăрмасăр иртмест.
Команда парасса çеç кĕтнĕ çĕр ĕçченĕ- сем "хурçă утсене" тапратса хире васкарĕç. Хуçалăхри пысăк опытлă механизатор Руслан Кудряшов - юлташĕсем "десантник" тесе ят панăскер - пĕлтĕр çеç туяннă универсаллă "Кировец" тракторпа тата вĕр çĕнĕ культиваторпа çĕр хатĕрлеме пуçăнчĕ. Тепĕр кун Николай Тихонов сакăр метр сарлакăш, культиватор пекех завод сăрри те кайман HORSCH комплекспа урпа акма тухрĕ.
Ĕç вĕресе кăна тăрать: пĕри - çĕр хатĕрлет, тепри - акать, виççĕмĕшĕ хура пусă валли хăварнă çĕр çине ферма патĕнчен çĕрнĕ тислĕк турттарать.
- Гектар пуçне 30 тоннăран кая мар тислĕк кăларатпăр, - пĕлтерчĕ мана Александр Егоров фермер.
Асхат Усьманович кун пек чухне: "Тислĕк тăксан - тикĕс шăтать", - тенĕ пулĕччĕ. Чăнласах та, тикĕс шăтса тухса парка çитĕнчĕ тыр-пул. Çурхи тулăпа урпа тата сĕлĕ гектартан - 40-шер, кĕрхи тулă 50-шар центнер пуçтарса кĕртрĕç.
"Пирĕншĕн 30 - ним те мар, пире 40 центнер пар!" - тесе мухтаннă фермерăн вара... гектартан 25-шар центнер илнипех çырлахма тиврĕ. Сăлтавĕ: "Çĕр пиçмен-ха", - тесе хире каярах тухнинче. Типсе кайнă тăпра çинче калча аран- аран шăтса тухрĕ.
"Ака уйăхĕнчи ыйхă - авăн уйăхĕнчи хуйхă", _ тесе ахаль каламан çав ваттисем...
ÇЫВĂХРИ ХИР - 10 ÇУХРĂМРА ...
КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂ ялĕнчи Владимир Алексеев фермерпа эпир - çывăх юлташсем. Çамрăк пулин те, ĕçре палăрма ĕлкĕрчĕ вăл. Çулленех тухăçлă тыр-пул çитĕнтерет, кĕрхи ярмăрккăра тырă сутса укçа тăвать.
...Июль уйăхĕн вĕçĕ. Хĕртсе хĕвел пăхать, тимĕре тытсан алла пĕçертсе илет. Владимир Михайлович "Дон-1500 Б" комбайнпа çурхи тулă пуçтарса кĕртет.
- Санпа ăçта курса калаçма пулать? - ыйтрăм эпĕ унран кĕсье телефонĕпе шăнкăравласа.
- Паллах, хирте, - хуравларĕ вăл. - Ыран урпа çине куçатăп.
- Хирĕ ăçтарах-ха?
- Çывăхрах! Пырсан - куратăр! - комбайн кĕрлевне çĕнтерес тесе пулĕ, хытах кăшкăрчĕ фермер.
Тепĕр кун "Гостехнадзор" инспекцийĕн округри пуçлăхĕпе Леонид Черновпа пĕрле Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн хирĕсенче пултăмăр, Олег Хлюкинпа тата Татьяна Иванова фермер хуçалăхĕн инженерĕпе Алексей Ивановпа курса калаçрăмăр.
- Килнĕ-килнĕ, Алексеев патне те çитсе курар - кỹренĕ тата, - сĕнтĕм эпĕ.
- Унăн хирĕ - "шуйттан" шăтăкĕнче, - кула-кула каларĕ Олег Хлюкин фермер. - Шыраса тупайăр-и?
Хирти çулпа Шăмăршă округĕн чиккинчен иртсе Патăрьел тăрăхнех çитрĕмĕр - Владимир Алексеев комбайнĕ ниçта та курăнмасть.
Каллех шăнкăравлатпăр. Владимир Михайлович пире: "Эпĕ - çывăхрах!" - тесе пĕлтерчĕ. Тата 5-6 çухрăм кайсан, чăн та, "Дон-1500Б" комбайн курăнчĕ.
- Эсĕ патăрьелсене пулăшма кайрăн-и? - ыйтатăп юлташăмран.
- Шăмăршă округĕнче пушă лаптăк çук та, ирĕксĕрех кỹршĕсен çĕрĕ çинче тыр-пул çитĕнтеретĕп, - ăнлантарчĕ фермер. - Хирти çула тикĕслеменни çеç пăшăрхантарать, комбайн йăванасран чун шикленет.
Мĕнех, кỹршĕсен çĕрĕ çинче Шăмăршă тырри çитĕннишĕн савăнмалла кăна. Пирĕн хастарсем (Александр Егоров фермер) Шăмăршăран 100 çухрăмри Çĕрпỹ округĕнче хĕвел çаврăнăш акса тăваççĕ. Тепĕр фермер - Олег Павлов _ Тутарстанри Çĕпрел районĕнче те тырă çитĕнтерет.
ХИРТЕ ТЕ - ТИНĔСРИ ПЕКЕХ
ПУЛМАНТĂШРИ Валерий Симурзин фермер Совет çарĕнче моряк пулнă. Тельняш- кине халĕ те хывма шутламасть-ха.
- Чикансем: "Çĕтĕк пулсан та - кĕрĕк", - тесе каланă тет, - кулать Валерий Николаевич. - Тельняшка çĕтĕк мар-ха, çĕнĕрен çĕннине туянсах тăратăп. Темшĕн, ăна тăхăнсан хама тинĕсри пек патвар туятăп.
Темиçе çул каялла "Колос" Агрофирма" ОООна ертсе пынă Виталий Захаров та - "ватă" моряк - çапла калатчĕ:
- Тепĕр чух ылтăн тĕслĕ хир çине пăхатăп та - çарти пек, алла пуç тĕлне тытса, чыс (честь) парас килет. Хамăра тăрантаракан çĕр-аннене çапла пысăк чыс тăвас кăмăл çĕкленет. "Бывших моряков не бывает", - теççĕ вĕт-ха. Çакăн пек сăвă та пур:
"Нет, ребята! Моряков
Не бывает бывших.
Кто сходил в моря, тот вновь
Встречи с морем ищет".
Хĕлле те, çулла та тельняшкине хывман тепĕр фермер - Виçпỹрт Шăмăршăри Борис Поляков. Борис Николаевич Хура тинĕсре çар карапĕпе ишнĕ, аслă матрос. Флотран таврăнсан "Победа" колхозĕн кивĕ витине туяннă та выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме тытăннă. 30 пуç - ĕне, 8 пуç - сысна ами, 20 пуç сурăх усрать. Хирте 30 гектар ытла çĕрпе усă курать, урпа тата люцерна çитĕнтерет.
Нумай çул унчченхи "Шемуршинский совхозра тыр-пул пуçтарса кĕртнĕ, Тинĕс- çар флотĕнче çичĕ çул хушши мичман пулнă Николай Николаевич Воробьев комбайнера халалласа эпĕ сăвă та çырнăччĕ:
"...Ак паян та ир-ирех
Тухрĕ Воробьев хире.
Алăра каллех - штурвал,
Ним те мар "тăххăрмĕш вал!"
Саншăн халь карап - комбайн,
"Тинĕсе" пуçна эс тайăн".
Çапла пуль çав моряк пурнăçĕ: службăран таврăннăранпа вун-вун çул иртсен те, тинĕс асран тухмасть, "тăххăрмĕш вал" _ шыври хăрушлăх символĕ _ мирлĕ ĕçре те сыхă тăма хистет.
Ив.САЛАНДАЕВ.