Ирина СМИРНОВА: "Сывлăхлă çын та больница тĕлне ан мантăр"

Ирина СМИРНОВА: "Сывлăхлă çын та больница тĕлне ан мантăр"

2025-ÇУЛТА пирĕн çĕр-шывра "Вăрăм та хастар пурнăç" Наци проекчĕ старт илчĕ. Çак проектăн тĕп тĕллевĕ _ çын сывлăхне çирĕплетсе ĕмĕре тăсасси, халăх пурнăçне хастарлăрах тăвасси. Çỹлте асăннă Наци проекчĕн иртнĕ çулхи кăтартăвĕсемпе паллаштармашкăн эпир Шăмăршă район больницин тĕп врачĕнчен Ирина СМИРНОВĂРАН ыйтрăмăр.

_ Ирина Анатольевна, вăрттăнлăх мар ĕнтĕ: больницăна ытларах 40 çултан иртнисем пыраççĕ, вĕсене чир-чĕр те çыпăçсах тăрать. Çак пулăма чакарас, аслă çултисен сывлăхне çирĕплетес тесе тивĕçлипе тăрăшатпăр-ши?

_ "Вăрăм та хастар пурнăç" Наци проекчĕпе пĕрлех, пирĕн регионта "Кашни çын сывлăхлă пултăр" проект та ĕçлет. Çак проекта шăпах 40 çултан аслăраххисен сывлăхне çирĕплетес тесе йышăннă. Шăмăршă район больницинче _ йăлана кĕнĕ диспансеризаци иртнисĕр пуçне _ 40 çултан иртнĕ граждансен сывлăхне профилактика тĕллевĕпе тарăннăн тĕрĕслес задача лартрăмăр. 2025-çулта çак тĕрĕслев витĕр 650 çын тухрĕ. Пĕтĕмпе вара профилактика "али" витĕр 5500 ытла çын (4633 çын _ диспансеризаци, 958 çын _ профилактика тĕпчевĕ) иртрĕ. Сывлăха тĕплĕн тĕрĕслени нумай чире çийĕнчех тупса палăртма тата вăраха кайнă чирсен хăрушлăхне сирме май парать.

_ Округра сывлăх сыхлавĕн малтанхи сыпăкне модернизацилес ĕç мĕнлерех пулса пырать-ши?

_ Пирĕн регионта "Сывлăх сыхлавĕн малтанхи сыпăкне (звенине) модернизацилесси" проект ăнăçлă пурнăçа кĕрет тенĕ пулăттăм. Акă хамăрăн округах илер. 2025-çулта Палтиелĕнче çĕнĕ врач амбулаторийĕ уçăлчĕ, Пăчăрлă Пашьелĕнчи амбулаторие тĕпрен юсама май килчĕ. Кунсăр пуçне, район больницин рентгенологи кабинечĕ те вĕр-çĕнĕ пек пулса тăчĕ.

Хальхи вăхăтра пирĕн округра медицинăра вăй хуракансем валли ĕç условийĕ пур енчен те тивĕçтерет теме пулать.

_ Ирина Анатольевна, пурнăç _ ялан малалла, медицинăра та цифровизаци вăй илет. Хăш-пĕр кăтартупа паллаштараймăр-и?

_ Цифра технологийĕ пирĕн кулленхи пурнăçăн уйрăлми пайĕ пулса тăчĕ. Наци проекчĕ пулăшнипе пирĕн больница 30 МФУ (нумай функциллĕ хатĕр), 23 компьютер тата 11 ноутбук илме пултарчĕ. Больницăра телемедицина сервисĕ аталансах пырать. Иртнĕ çул округра пурăнакан çынсенчен 497-ĕшĕ телемедицина консультацийĕ илнĕ, çав шутра 114-ĕшне республикăри пысăк опытлă врачсем пулăшнă.

Тепĕр савăнăçа та пĕлтерем: республика бюджечĕн укçипе пирĕн больница çĕнĕ УЗИ аппарат туянма пултарчĕ. Çак аппарат диагностика ĕçĕнче пысăк пулăшу парать.

 "Вăрăм та хастар пурнăç" Наци проекчĕ малалла ĕçлет. Округра пурăнакан çынсене эпĕ район хаçачĕ урлă çапла чĕнсе каласшăн: хăвăра сывлăхлă пек туйсан та, больница тĕлне ан манăр, диспансеризаци иртĕр тата врачсен канашне çирĕп пурнăçлăр.

Авалхи чаплă сиплевçĕ, ученăй тата философ Авиценна çапла каланă: тухтăр консультацийĕсĕр нимĕнле таблетка та ан ĕçĕр, халăх медицинипе те пĕли-пĕлми ан усă курăр. Врач çеç сире вĕсем кирлĕ е кирлĕ марри пирки тĕп-тĕрĕс калама пултарĕ. Хăвăрăн сывлăхăра упрăр, уçă сывлăшра ытларах пулăр, тĕрĕс апатланăр. Вара пирĕн округра 100 çула çывхаракансем е пĕр ĕмĕр урлă каçнисем те ытларах та ытларах пулĕç.

Ив.САЛАНДАЕВ калаçнă.

 



30 января 2026
13:08
Поделиться