Карзановсен _ "ылтăн" туй
ÇАК кунсенче Кивĕ Чукал ялĕнчи Анатолий Геннадьевичпа Нина Николаевна Карзановсем мăшăрланнăранпа 50 çул çитнине савăнăçлăн уявларĕç. Вĕсем пĕр-пĕринпе паллашасси ăнсăртран тенĕ пек пулнă. Анатолий колхоз автомашинипе Ульяновскран таврăннă чух çула май чипер хĕре лартса килнĕ. Пăчăрлă Пашьел хĕрĕ йĕкĕте пĕрре курсанах килĕшнĕ. Çул çинче калаçса пырса çывăх паллашнă, çак паллашуран юрату та вăй илнĕ. 1976-çулхи январĕн 25-мĕшĕнче Анатолипе Нина туй туса ĕмĕрлĕхех пĕрлешнĕ.
Карзановсем иккĕшĕ те ял хуçалăхĕнче чунтан тăрăшса вăй хунă. Анатолий Геннадьевич тăван колхозра бензовоз водителĕ пулнă. Нина Николаевна фермăра сысна пăхнă. Хастар хĕрарăма ял çыннисем икĕ хутчен район Совечĕн депутачĕ пулма суйланă. Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсем те _ пĕр теçетке ытла. Телейлĕ мăшăр 4 ача çуратса ỹстернĕ. Халĕ ватăсене 8 мăнукĕ савăнăç кỹрет. Юбилярсене çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.
Е.ЖОЛОБОВА.