Кашни уйăхрах _ "Сывлăхпа спорт кунĕ"

КАШНИ çулах Чăваш Республикинче "Сывлăхпа спорт кунĕсем" иртеççĕ. Шăмăршă муниципалитет округĕнче çак кун январĕн 24-мĕшĕнче иртнĕ, "Туслăх" спорт шкулĕнчи бассейнсем, спорт площадкисемпе залсем округра пурăнакансене тỹлевсĕрех тивĕçтернĕ.

Çирĕплетнĕ расписани тăрăх, "Сывлăхпа спорт кунĕ" февралĕн 21-мĕшĕнче, мартăн 14-мĕшĕнче, апрелĕн 18-мĕшĕнче, майăн 23-мĕшĕнче, июнĕн 20-мĕшĕнче, июлĕн 18-мĕшĕнче, августăн 22-мĕшĕнче, сентябрĕн 19-мĕшĕнче, октябрĕн 17-мĕшĕнче, ноябрĕн 21-мĕшĕнче, декабрĕн 19-мĕшĕнче иртмелле. В.АНТОНОВ.



30 января 2026
10:03
Поделиться