Михаилпа Клавдия Яковлевсем: "Юрату пулсассăн çемьере _ ырă туйăм ялан чĕрере"
"МАНА мĕн савăнтарать-ха пурнăçра? _ Телейлĕ, пултаруллă, тăван халăха чунтан юратакан, хаклакан, уншăн чăнласах мĕн те пулин ыррине тăвас кăмăллă çынсемпе хутшăнса пурăнни, пĕрле ĕçлени. Çакă питĕ вăй- хăват парса тăрать. Пурăнас, тата та хастартарах пулас килет".
Çак сăмахсене мана нумай çул каялла Кивĕ Шăмăршă çынни Михаил Яковлев каланăччĕ. Çуралса ỹснĕ тăван тăрăха, анлă уй-хирпе йăмраллă урама чунтан юратакан çын кăштах философ пулнинчен пĕрре те тĕлĕнмерĕм.
Уй-хире юратни пирки каласан, Михаил Павлович малта пыракан механизатор пулнă, ял пурнăçне хастар хутшăннипе те палăрнă. Ахальтен мар ĕнтĕ, ăна "Асьял ялĕн хисеплĕ гражданинĕ" ятпа чысланă.
Унăн мăшăрĕ _ Клавдия Митрофановна _ кула-кула çамрăклăхне аса илет:
_ Михаилпа эпир ача чухнех туслă пулнă, пĕрле выляса-кулса çитĕнтĕмĕр. Ялти пуçламăш шкулта пĕр класрах вĕрентĕмĕр. Ĕненетĕр-и: пĕр парта хушшинчех ларнă. Çапла пирĕн юрату ача чухнех хĕмленме пуçланă теме пулать. Юрату вăйланнăçем вăйланса пычĕ те _ çул çитсен эпир çĕр çĕмĕрттерсе туй кĕрлеттертĕмĕр. Унтанпа акă 60 çул та çитсе тăчĕ. Çак вăрăм çулта пĕр-пĕрне килĕштерсе, вăрçăнмасăр-харкашмасăр, пĕр çăвартан пурăнтăмăр. Клавдия Митрофановна нумай çул хушши _ колхозра, каярахпа ялти клуб заведущийĕнче вăй хунă. Ас тăватăп-ха, Клавдия Яковлева ертсе пынипе асьялсем район шайĕнчи фестивальсене хастар хутшăнатчĕç, Акатуйра та халăха савăнтаратчĕç.
Клавдия Митрофановнăна ял-йыш район Совечĕн депутачĕ пулма та шаннăччĕ. Яковлевсем пилĕк ача çуратса пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма çунат панă. Иккĕшĕ хăйсен профессийĕпе Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне илме пултарнă. Куç тулли вунă мăнукпа тăватă кĕçĕн мăнукĕ телей кỹреççĕ Михаил Павловичпа Клавдия Митрофановнăна. Çулĕ сахал мар пулин те, Клавдия Митрофановна ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшма тăрăшать: вĕсем валли çăмран 40 мăшăр ытла ăшă носки çыхса панă.
Мăшăрланнăранпа 60 çул тултарнă ятпа Яковлевсене Шăмăршăри ЗАГС пайĕн заведущийĕ Татьяна Матвеева тата Васан ял территори уйрăмĕн начальникĕ Ленар Залалтдинов чун-чĕререн саламларĕç, Тав çырăвĕпе чысларĕç. Çак салам çумне эпир те хутшăнатпăр, нумай çул хушши телей курса пурăнма ырлăх-сывлăх сунатпăр.
Ив.САЛАНДАЕВ.