Министр республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсем çине хуравланă
ЯНВАРĔН 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова тỹрĕ эфирта республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсем çине хуравланă. Тỹрĕ эфирта çĕкленĕ кашни ыйтăвах министр контроле илнĕ.
СЫВЛĂХА СЫХЛАС ĔÇЕ АНЛĂН МОДЕРНИЗАЦИЛЕССИ ТАТА МЕДИЦИНА ПУЛĂШĂВНЕ КАШНИ ÇЫН ТУЛЛИН ИЛМЕ ПУЛТАРТĂР ТЕСЕ ТĂРĂШАССИ
Министр çакна палăртнă: 2025-çулта республикăра 66 сывлăх объекчĕ тунă, модульлĕ 9 ФАП хута янă, 51 объекта тĕпрен юсанă, малтанхи сыпăкăн 6 объекчĕ (2 тухтăр амбулаторийĕпе пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн 3 уйрăмĕ тата 1 ФАП) çĕкленнĕ.
2026-çулта та пысăк ĕç тума палăртнă: "Вăрăм та хастар пурнăç" Наци проекчĕпе Вăрмар больницин çĕнĕ стационар корпусне тума пуçлаççĕ, Канашри территорисем хушшинчи ача çуратмалли çурта тĕпрен юсаççĕ тата ытти те. Кăçал çавăн пекех çĕнĕ тухтăр амбулаторийĕ тума, сывлăх сыхлавĕн 2 объектне тĕпрен юсама палăртнă.
ЧИР-ЧĔР ЕРЕСРЕН ПРОФИЛАКТИКА ТĂВАССИ
Лариса Тарасова "Вăрăм та хастар пурнăç" Наци проекчĕ пулăшнипе кашни çын тỹлевсĕрех хăйĕн сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслеттерме пултарнине асăннă.
Кунсăр пуçне, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн "Сывлăх патне _ утăм" проекчĕпе пĕлтĕр республикăри 70 пин ытла çын сывлăхне тĕрĕсленĕ, çакă 1,6 пин чире тупса палăртма пулăшнă. Проекта пурнăçа кĕртме республика бюджетĕнчен 20,7 миллион тенкĕ уйăрнă. "Сывлăх патне _ утăм" проекта федераци шайĕнче чи лайăххисенчен пĕри тесе йышăннă, çавна май вăл кăçал та ĕçлĕ. Министр республикăри 42 пин ытла çын ĕç вырăнĕнчех диспансеризаци иртнине асăннă, çавăн пекех тухтăрсем 1094 хутчен вырăна тухса сывлăха тĕрĕсленĕ.
МЕДИЦИНА УЧРЕЖДЕНИЙĔСЕНЕ РЕОРГАНИЗАЦИЛЕССИ
Чăваш Республикинче пурăнакан Марина Николаевна министра çакăн пек ыйту панă: "Йĕпреç больницине мĕншĕн хупаççĕ? Манăн анне Елчĕкре пурăнать, вĕсен больницине те пĕтерес пек калаçаççĕ. Çынсен мĕн тумалла-ха?" Министр гражданкăна ăшă сăмахпа лăплантарнă: реорганизаци вăхăтĕнче республикăра пĕр медицина учрежденийĕ те хупăнмасть.
"Малтанхи медицинăпа санитари пулăшăвне çынсем хăйсен больницинчех илме пултараççĕ, _ тенĕ Лариса Тарасова. _ Тухтăрĕсем те хальхисемех ĕçлĕç. Реорганизаци тĕллевĕ _ больницăсене хупасси мар, медицина пулăшăвĕ парассине тĕпрен лайăхлатасси.
Лариса Тарасова яллă округсенчи медицина учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне палăрмаллах пуянлатма тăрăшнине те асăннă. Диагностикăпа сиплевĕн хальхи ыйтăвĕсене тивĕçтерекен меслечĕсем пурнăçа кĕрĕç. Тухтăрсен мобильлĕ бригадисем муниципалитетсен ыйтăвĕсене оперативлă тивĕçтерĕç.
МЕДИЦИНА КАДРĔСЕМ
Министр сывлăх сыхлавĕн отрасльне кадрсемпе тивĕçтересси уйрăм контрольте тăнине палăртнă.
Хальхи вăхăтра республикăпа муниципалитетăн медицина ĕçченĕсене пулăшмалли 13 тĕрлĕ енĕ вăйра тăрать, çак пулăшупа çулленех 4 пин ытла çын усă курать. Çак ыйту çине комплекслă пăхнине пула 2025-çулта отрасле 132 медицина ĕçченне явăçтарма май килнĕ.
Федерацин "Земство тухтăрĕ" тата "Земство фельдшерĕ" программисемпе 2025-çулта 81 çынна ĕçе йышăннă. Çак программăсемпе 2026-çулта тата 80 ытла çын медицина отрасльне килме кăмăл тунă.
ЭМЕЛПЕ ТИВĔÇТЕРЕССИ
Лариса Тарасова 2025-çулта çăмăллăхлă эмел препарачĕпе республикăри 72,1 пин çынна тивĕçтернине, çакăн валли бюджетран 2 миллиард тенкĕ тăкакланине (2024-çулхинчен _ 1,6 хут ытларах) асăннă. Çак ĕç кăçал малалла тăсăлĕ.
ЦИФРОВИЗАЦИ
Министр Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавĕн отрасльне цифровизацилесси 100 процентпа танлашнине палăртнă. "Госуслуги" порталта пĕлтĕр 1,4 миллион çырăну пулнă, ку вăл 2024-çулхинчен 26,8 процент нумайрах. 2025-çулта 54,8 пин телемедицина консультацийĕ йĕркеленĕ. Министр çавăн пекех 2026-çулта тухтăр патне МАХ мессенджерта çырăнма чат-бот ĕçлеме пуçланине палăртнă. Çак çăмăллăхпа республикăри 11 пин ытла çын усă курма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ.
А.АЛЕКСАНДРОВА.